Апачĕ тутлă пултăр!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.04.2026, 15:36 Просмотров: 43

Шкулсенчи апат пахалăхĕ тата унăн хакĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсене яланах калаçтарнă, калаçтарать те. Ку ыйтăва мĕнле татса панине «Единая Россия» партин «Новая школа» проекчĕн шучĕпе тĕрĕслесе тăраççĕ.

Кунерти вăтам шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем те ачисене пахалăхлă апат çитерессе, столовăйри условисем санитари нормисемпе килĕшсе тăрасса шанаççĕ. Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе апрелĕн 8-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн членĕсем Куславкка муниципаллă округăн Депутатсен пухăвĕн депутачĕпе Людмила Шулаевăпа тата «Единая Россия» партин «Новая школа» проекчĕн обществăлла канашĕн членĕпе Лариса Милаевăпа пĕрле шкулти столовăйĕнче вĕри апата мĕнле хатĕрленипе интересленчĕç.

Комисси столовăйра пуçламăш классенче вĕренекенсем апатланнă вăхăтра пулчĕ. Л. Шулаевăпа Л. Милаева малтанах 10 кун валли хатĕрленĕ менюпа паллашрĕç, апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсем çинчен ыйтса пĕлчĕç.

Хальхи вăхăтри технологисем пулăшнипе ашшĕ-амăшĕсем ятарлă приложенипе ачасене мĕнле апат çитернине, вĕсенчи калорине чылай малтан пĕлсе тăма пултараççĕ. Ку вара çитменлĕ-хсене вăхăтра тупса палăртма май парать. Çав хушăрах ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене мĕнле апатлантарнипе интересленни вĕсен сывлăхне те лайăх витĕм кÿрет, мĕншĕн тесен тĕрĕс те вăхăтра апатланни арçын ачасемпе хĕрачасене тăрăшса вĕренме пулăшать.

Л. МИЛАЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники