Стартра - чупма юратакансем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.04.2026, 15:06 Просмотров: 322

A5X3l3c5f93u1KKreOitgMmq1R07x30Z4WL6J JQL2mDmIVVr2AaHyLwW2xek0URyLnfUoDsPtdwPMcLMZwvF1O

Апрелĕн 11-мĕшĕнче округри вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăк спортсменсем хулари «Атăл» спорт шкулне пухăнчĕç. Унта 2013-2014 çулсенче çуралнă тата кăштах кĕçĕнрех çулсенчи пуринчен те вăйлăрах çăмăл атлетсем хушшинче Куславкка муниципаллă округра мала тухассишĕн пыракан çуркуннехи кросс иртрĕ.

1000 метрлă дистанцире кĕçĕнрех çулсенчи хĕрачасенчен Куславккари 2-мĕш вăтам шкулти Мария Беловăна çитекенни пулмарĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тĕрлемесри вăтам шкулти Ясмина Ярухинăпа Алина Валеева йышăнчĕç. Çак ÿсĕмри арçын ачасенчен çĕнтерÿçĕ ятне хулари 3-мĕш вăтам шкулти Антон Михайлов çĕнсе илчĕ. Тĕрлемесри Макар Якимов дистанцие иккĕмĕш вĕçлерĕ, хулари 2-мĕш вăтам шкулти Вячеслав Коноплев - виççĕмĕш.

2011-2012 çулсенче çуралнисем 2000 метра чупассипе ăмăртрĕç. Хĕрачасенчен ку дистанцире Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекен Камилла Григорьева пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призлă вырăнсене Мария Антоновăпа (хулари 2-мĕш вăтам шкул) Вероника Артемьева (Кунер шкулĕ) пĕр-пĕрин хушшинче пайларĕç. Арçын ачасем те лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Ку хутĕнче çĕнтерÿçĕ ятне Тĕрлемес шкулĕнчи Юстин Ярухин çĕнсе илчĕ. Хулари 3-мĕш вăтам шкулти Виктор Петров çак дистанцие иккĕмĕш вĕçлерĕ, Иван Шулаев (Кунер шкулĕ) - виççĕмĕш.

Аслăраххисен ушкăнĕнче 2009-2010 çулсенче çуралнисем тупăшрĕç. Каччăсемпе хĕрсенчен хулари 3-мĕш вăтам шкулти Иван Симаковпа Тĕрлемес шкулĕнчи Таисия Федотова дистанцие пуринчен те малтан вĕçлерĕç. Кунер шкулĕнчи Тимофей Анатольевпа Елчĕкри Софья Манешева - иккĕмĕш. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Павел Абуковпа Александра Васильева вара виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Çамрăк атлетсен çурхи кросĕ пирĕн округра вăйлă спортсменсем пуррине кăтартса пачĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники