Уй-хирте техника кĕрлет

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.04.2026, 15:07 Просмотров: 283

Апрелĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Елчĕк округĕнче уй-хирти çурхи ĕçсен пĕрремĕш тапхăрĕ пырать - кĕрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантараççĕ.

Çак ĕçе чи малтан «Прогресс» акционер обществин ĕçченĕсем тытăннă. Хуçалăхра кĕрхи культурăсем 900 гектар йышăнаççĕ, халлĕхе кĕрхи тулла - 150, кĕрхи ыраша 50 гектар çинче минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ку ĕçе «Туман-2» агрегатпа пурнăçлаççĕ.

Пирĕн округра пĕлтĕр уй-хирти çурхи ĕçсене чи малтан Иван Семенов хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, «Родина» СХПКра тата «Каспий-Агро» ОООра пуçăннăччĕ. Апрелĕн 3-мĕшĕ тĕлне муниципаллă округри хуçалăхсенче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварнă лаптăксен 68,8 проценчĕ чухлĕ апатлантарнăччĕ.

В. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники