Çуркунне çитнĕ май çутçанталăк вăранать, ял ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ тапхăр пуçланать. Вĕсен умĕнчи тĕп тĕллев - уй-хирти çурхи ĕçсене пахалăхлă тата шутлă кунсенче вĕçлесси.
Хамăр округри чи пысăк тата малта пыракан ялхуçалăх организацийĕсенчен пĕри - «Родина» СХПК - кăçал черетлĕ çуракине ирттерсе яма мĕнле хатĕрленнине пĕлес тĕллевпе эпир округ администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçипе Марта Квасковăпа иртнĕ эрнере унта çитсе куртăмăр.
Ялхуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Людмила Емельянова каланă тăрăх, уй-хирти çурхи ĕçсене вĕсем шăпах çав кун, апрелĕн 16-мĕшĕнче тытăннă. Çуракине ăнăçлă тата шутлă вăхăтра вĕçлеме хуçалăхра техника та, паха вăрлăх та, удобренисем те çителĕклĕ. Эпир пынă кун Николай Субакаев, Александр Иванов тата Константин Плотников ĕçчен механизаторсем МТЗ- 892 тракторсемпе кĕрхи ыраш уйĕсене минераллă удобренипе апатлантаратчĕç.
Кĕр тыррисем хуçалăхра кăçал 450 гектар йышăнаççĕ, çуртрисене 1540 гектар акса хăвармалла, çав шутра: сĕлĕ - 300, урпа - 350 гектар, ытти лаптăкра - тулă. Çанталăк йĕркеллĕ тăрсан пĕтĕм ĕçе çак кунсенче вĕçлеме палăртаççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, сĕлле мартăн 26-мĕшĕнче акма тухнă пулнă. Çулпа çул пĕрешел килмест çав. Çуркунне кая юлса килнипе кăçал çĕр ĕçченĕсем çуракине часах тухаймарĕç.
Ялхуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçи Марта Кваскова каланă тăрăх, кăçал акмалли лаптăксем пирĕн округра 10 404 гектар йышăнмалла, çав шутра 68 процент - пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 3 процент - çĕрулми, 1,8 - пахчаçимĕç, 23,8 процент - пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем тата ытти культурăсем. Кĕр тыррисене 3959 гектар лаптăкра апатлантармалла, çĕртме сухине 6500 гектар сÿрелемелле.
Марта Юрьевна çавăн пекех çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене - 6445, техника пĕлтерĕшлисене 296 гектар акса хăвармаллине палăртрĕ. Çĕрулми - 467, пахчаçимĕç 188 гектар йышăнĕç.
Апрелĕн 23-мĕшĕ тĕлне Куславкка муниципаллă округра кĕрхи культурăсене 1818 гектар е кĕркунне акса хăварнин 53 проценчĕ чухлĕ апатлантарнă. Ку ĕçе «Родина» СХПКра, «Каспий Агро» ОООра, Иван Семеновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, «Велес» тата «Куснар» агрофирмăсенче аван йĕркеленĕ. Çĕртме сухине 200 гектар чухлĕ сÿреленĕ. «Родина» СХПКра, маларах асăннăччĕ ĕнтĕ, 69 гектар сĕлĕ акнă. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене опытлă механизаторсем Владимир Шикаревпа Александр Лукинов акаççĕ.
Куславккасем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Апрель 2026 |
