Куславкка муниципаллă округра пурăнакан çамрăк мăшăрсем пĕлтĕртенпе «Çемье» наци проекчĕ пулăшнипе прокат пункчĕ паракан пулăшупа усă курма пултараççĕ.
Ăна уçнăранпа çырса хатĕрленĕ 100 ытла договорпа килĕшÿллĕн çамрăксене ача-пăчана ÿстерме куллен кирлĕ 170 ытла япала-хатĕрпе тивĕçтернĕ, тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтĕлев министерствин официаллă сайтĕнче.
Округри çемьесем прокатран ытларах тин çуралнă ача валли ?вăл виçĕ çул тултариччен% кÿмесемпе автолюлькăсем, краватьсем, апат çитермелли пĕчĕк сĕтелсем тата ыттине те илеççĕ. Демьяновсен йышлă çемйи те пиллĕ- кмĕш пепке çуралсан центр сĕнекен пулăшупа усă курма шутланă.
«Прокат пункчĕ пурри пуриншĕн те аван. Пĕр-пĕр япалана тупса илес тесе магазинсем тăрăх çÿресе вăхăта ирттерме, маркетплейссенче заказ пама кирлĕ мар, унта пахалăхсăр тавар та сĕнме пултараççĕ вĕт. Кунта вара пачах урăхла: центра пыратăн, кирлĕ япалана алăпа тытса пăхатăн, унăн пахалăхне куçпа курса хаклатăн тата ун пирки специалистран та ыйтса пĕлме пултаратăн», - тесе калать пилĕк ача амăшĕ Оксана Демьянова.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
