Пирĕн пурнăçра ăруран ăрăва куçса пыракан паха енсем сахал мар. Куснарти вăтам шкулта çакна Архиповсен çемйи аван çирĕплетсе парать.
Кунта вĕренекен Николай Архипов мĕн пĕчĕкренех ялхуçалăхĕпе хытах интересленет, çакăнта унăн кукашшĕн, паллă трактористăн Николай Ивановичăн тÿпи пысăк. Фермер пулса ĕçлекенскер, вăл мăнукне çĕр ĕçĕнчи вăрттăнлăхсем çинчен нумай каласа парать, ăна хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарать. Н. Архипов ытларах тĕрлĕ сортлă çĕруми лартса ÿстерет. Уя тухса кайнă чухне мăнукне те хăйпе пĕрле лартса каять, иккĕшĕ вара калчасем мĕнле ÿснине сăнаççĕ. Кукашшĕ ăна çавăн пекех пысăк тухăçлă çĕрулми е пахчаçимĕç туса илес тесен чылай тар тăкма тивесси çинчен те каласа ăнлантарать. Пĕр сăмахпа, юратнă ĕç вĕсене канăç кÿрет.
Шкулти агроушкăна çÿрекен Николай пирки çамрăк агроном тесе те калама пулать. Вăл ытти ачасемпе пĕрле хăярсемпе чечексем çитĕнтерме юратать, калчасене мĕнле пăхмаллине аван пĕлет. Çавна май çĕр ĕçĕпе интересленекен ачасен куçĕсем мĕнлерех çиçнине курса, эпир ялхуçалăхĕ малашне те аван аталанасса шанатпăр. Мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсемпе мухтанатпăр, Николая вара хăйĕн кукашшĕн ĕçне малалла тăсма сунатпăр.
Апрель 2026 |
