Апрелĕн 24-мĕшĕнче эпир чăваш чĕлхи кунне уявларăмăр. Ăна халалласа Елчĕк вăтам шкулĕнче те нумай тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.
1-мĕш класра, тĕслĕхрен, чăваш чĕлхи кунĕ умĕн «Урокри урок» ятпа уçă урок йĕркеленĕ-ччĕ. Вĕренекенсем пĕр урокра тÿрех пилĕк тĕрлĕ урокра «пулса курчĕç»: чăваш чĕлхи урокĕнче арçын ачасемпе хĕрачасем чăваш алфавитне аса илчĕç, Иван Яковлевич Яковлев сăмахĕсемпе паллашрĕç. Тăван тавралăх (окружающий мир) урокĕнче пахчаçимĕç, улма-çырла, килти выльăх-чĕрлĕх тата тискер чĕрчунсен ячĕсене аса илчĕç, «лото» вăййа вылярĕç. Физкультура урокĕнче пурте пĕрле тĕрлĕ хусканусем турĕç. Музыкăпа ÿнер (ИЗО) урокĕсенче вара вĕсем чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç, пурнăçра тĕл пулакан тĕссене аса илчĕç, чечексене сăрласа илемлетрĕç.
Урока хисеплĕ хăнасем - шкул çумне çирĕплетнĕ ача сачĕн хатĕ-рлев ушкăнне çÿрекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем 1-мĕш класс ачисем мĕнле вĕреннине сăнаса ларчĕç.
Пĕрремĕшсене вăйă урокĕ питех те килĕшрĕ. Вĕсем чăваш чĕлхине тăрăшса вĕреннине кăтартса пачĕç. Урок вĕçĕнче чăваш алфавитне пĕлсе çитнине палăртса 1-мĕш класс ачисене грамота парса чысларĕç.
В. ЕФИМОВА.