Чаплăран та чаплă уяв - Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Кунерти ватлăх енне сулăннă граждансемпе инвалидсене стационарта пулăшу паракан уйрăмра ĕçлекенсем Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ диктанчĕ» акцине хутшăнчĕç. Хамăр халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхне асра тытас, упраса хăварас тĕллевпе ирттерекен çак пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пирĕн чун-чĕрере те тарăн йĕр хăварчĕ.
Диктанта çырма 45 минут уйăрнăччĕ. Пурĕ 25 ыйту хатĕрленĕччĕ. Кăçал вĕсене Совет Союзĕн маршалĕ, паллă çар пуçлăхĕ Георгий Жуков çуралнăранпа 130 çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 85 çул çитнине халалланă, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Çав вăхăтрах вăрçă паттăрĕсем, çапăçу вырăнĕ-сем, хĕçпăшалпа наградăсем пирки те аса илме тиврĕ. Пирĕн учрежденире ĕçлекенсем «Çĕнтерÿ диктантне» хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленипе пĕрлех историе, паттăр çар пуçĕсене, ентешсене аса илчĕç, астăвăм эстафетине çамрăк ăрăва пама тăрăшрĕç.
- Истори чăнлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе хамăр тÿпене хывма пултарнăшăн эпир мухтанатпăр,- терĕ кунта нумай çулранпа тăрăшакан Валентина Смирнова. - Пирĕншĕн, ватă çынсемпе ĕçлекенсемшĕн, çак тема уйрăмах çывăх, мĕншĕн тесен вĕсенчен нумайăшĕн çамрăклăхĕ вăрçă çулĕ-семпе пĕр килнĕ. Çавăнпа çав çулсене яланах куççулĕ витĕр аса илеççĕ. Эпир вара паянхи çамрăксемпе пулас ăрусем те Çĕнтерÿ хакне пĕлччĕр тесе тăрăшатпăр.
Л. ШУЛАЕВА.