Раççей шайĕнче палăрнă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 30.04.2026, 13:49 Просмотров: 58

Апрелĕн 24-26-мĕшĕсенче Шупашкарта масс-рестлинг енĕпе тупăшса Раççейре мала тухмалли ăмăртусем иртнĕ. Унта çĕршыври 22 регионтан килнĕ 300 ытла спортсмен хутшăннă. Çивĕч кĕрешÿсем 2 куна пынă.

Çак ăмăртусенче спортсменсем икĕ ÿсĕм ушкăнĕнче тата тĕрлĕ виçе категорийĕсенче (14-15, 16-17 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем тата18-21 çулсенчи каччăсемпе хĕрсем) тупăшнă. Вĕсенчен нумайăшĕ маларах спорт мастерĕн кандидачĕн, спорт мастерĕн ячĕсене тивĕçнĕ пулнă.

Чăваш Республикин суйласа пухнă командинче турнирта Куславкка муниципаллă округĕн «Атăл» спорт шкулне çÿрекен Вероника Петровăпа (70 килограма çитичченхи виçе% Илья Краснов ?80 килограмм ытла) та пулнă. Вероника турнирта хăй чăннипех те вăйлă спортсмен пулнине кăтартса панă, Раççейре мала тухмалли ăмăртăвăн пăхăр медальне çĕнсе илнĕ. Ку вăл пирĕн муниципаллă округшăн тата Чăваш Еншĕн чăннипех те пысăк çитĕнÿ.

Илья Краснова çĕршыври йывăр виçеллĕ спортсменсемпе тупăшма тивнĕ пулин те çак турнирта вăл каччăсем хушшинче Раççейри чи вăйлă 10 мас-рестлер йышне кĕме пултарнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники