Çĕнтерĕве халалланă юрăсем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 08.05.2026, 14:53 Просмотров: 51

xJeTH AXkaWNRCYQWrp5PouISsoFsFwDH2 VoT5WIPnOL5bczW 4HWhUk DE BuEa lwHiSaxjPgUJyIx45EHNUm 1

Энтри Пасарп шкулĕнче кашни эрнере йăлана кĕнĕ мероприяти - пысăк линейка иртет. Вĕренÿре палăрнă арçын ачасемпе хĕрачасем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх ялавĕсене çĕклеççĕ, патшалăх гимнĕсем янăраççĕ.

Ун хыççăн «Чуна уçса калаçар» проектпа килĕшÿ-ллĕн уçă урок иртет. Ку хутĕнче «Вăрçăпа çыхăннă тата Çĕнтерÿ Кунне халалланă юрăсем» темăна пăхса тухрăмăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен аса илни, çамрăк ăрăва каласа пани паттăрсене манманнине çирĕплетет, мĕншĕн тесен кашни вĕренекенĕн мăн аслашшĕ е мăн кукашшĕ, ытти тăванĕсем фронтра пулнă, паянхи савăк пурнăçшăн нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçнă.

Хальхи урока эпир историре тарăн йĕр хăварнă юрăсене халалларăмăр. Вĕренекенсем «Священная война», «Синий платочек», «Темная ночь» юрăсем тата ыттисем хаяр вăрçă кунĕсенче совет халăхне тылра та, фронтра та хавхалантарса пынине, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине палăртса хăвартăмăр.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники