Ĕçре те, юрă-ташăра та маттур

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 08.05.2026, 14:54 Просмотров: 52

IMG 7614

Илемлĕ пултарулăх мĕн авалтанпаФх кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннă, халăх творчествин пĕр пайĕ шутланнă.

Куславкка округĕнче талантсене хавхалантарас тата çĕнĕ ятсем тупса палăртас тĕллевпе кашни çулах илемлĕ пултарулăх коллективĕсен смотр-отчетне йĕркелеççĕ. Апрелĕн 30-мĕшĕнче черетлĕ концерт Тĕмшер территори пайĕ-нче иртрĕ, унта вырăнти Культура çурчĕн тата ялсенчи клубсен коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Муниципаллă округри культура учрежденийĕсем кашни çулах смотр-отчета тĕплĕн хатĕрленеççĕ, юрă-ташша юратакансен кăмăл-туйăмне çĕклеме тăрăшаççĕ. Концерт курма пынисем валли ку хутĕнче те нумай тĕрлĕ, интереслĕ номерсем пулчĕç. Смотра хутшăннисем Тăван çĕршыва, тăван кĕтесе чĕререн юратни çинчен илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç, асамлă чăваш ташшисемпе сцена çине тухрĕç.

Тĕмшерти Культура çурчĕн курав залĕнче ятарлă выставка ĕçлерĕ, тĕрленĕ алшăллисемпе, сăмса тутрисемпе, картинăсемпе, илемлетсе çыхнă япаласемпе, хăвана авса тунă карçинккасемпе, тĕрлĕ ялсенчи пултаруллă çынсем ăсталанă чечексемпе ватти-вĕтти интересленсе паллашрĕ.

Концерта вырăнти территори пайĕн илемлĕ пултарулăх ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ уçрĕ. Унта çÿрекенсем хăйсен янăравлă та хитре сассисемпе вырăс тата чăваш халăх юррисене кăмăла уçмалла шăрантарчĕç. Пилешкассинчи «Пилеш», Варасăрти «Молодушки», Тĕмшерти «Девчата» тата «Шурă хурăн» вокал ансамблĕсем, Варасăр клубĕнчи «Веселушки» инструментсен ансамблĕ, «Березка» (Варасăр) тата «Рябинка» (Пилешкасси) ташă ушкăнĕсем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ, округ шайĕнче те аван пĕлеççĕ вĕсене. Анастасия Степанова, Юлия Кузнецова Тăван çĕршыв, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕ çинчен çырнă сăвăсене илемлĕ вуларĕç.

Надежда Варсонофьева (Пилешкасси клубĕ) тата Татьяна Филиппова (Варасăр клубĕ) юрăçсем шăрантарнă юрăсем хыççăн куракансем чылайччен алă çупрĕç. Варасăрти театра юратакансен ушкăнĕнчи Елена Егорова хăйĕн кулăшĕпе пурне те тыткăна илчĕ, çак коллективри ытти ăстасем те кулăшла сценка кăтартса пачĕç. Куракансем кашни артиста алă çупса кĕтсе илчĕç, кашнинпе пĕрле тенĕ пек хăйсен юратнă юррисене юрларĕç.

Жюри членĕсем йăлана кĕнĕ смотр-отчета хутшăнакан коллективсен пултарулăх шайĕ çулран çул палăрмаллах ÿссе пынине палăртрĕç. Юрлама, ташлама юратакансем юлашки вăхăтра хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытни, сцена çинчи сăнарсене витĕмлĕ кăтартса пама, халăх умне çĕнĕ тумсемпе тухма тăрăшни сисĕнет. Пултарулăх коллективĕсен йышĕ те çĕнелни палăрать.

И. КАШАЕВА,

районти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники