Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 81 çул çывхарнă май Тĕрлемес шкулĕнче Совет Союзĕн Геройне Василий Дмитриевич Харитонова асăнса çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ.
Унта Куславкка муниципаллă округĕнчи 7 вĕренÿ учрежденийĕнчи çамрăк спортсменсем пухăнчĕç. Çав кун 22 команда старта тухрĕ, кашнийĕнчех ултшар арçын ачапа хĕрача пулчĕ. Вĕсене хамăр паттăр ентешĕн тăванĕсем, çавăн пекех спорт уявне йĕркелеме пулăшакансем - Горький чугун çулăн 52-мĕш ятарлă базин начальникĕ Николай Михайлов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Смирнова, вырăнти библиотекарь Людмила Павлова спортра та, вĕренÿре те аван ĕлкĕрсе пыма, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене ялан асра тытма сунчĕç.
Ăмăртусем питĕ интереслĕ иртрĕç. Çивĕч кĕрешÿре 1-4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне хулари 3-мĕш вăтам шкул команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Елчĕкпе Тĕрлемес шкулĕсенчи çăмăл атлетсем йышăнчĕç.
5-8-мĕш классенчи хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче те вăйлă спортсменсем сахал мар пулни палăрчĕ. Çапах та ку категорире те хулари 3-мĕш вăтам шкул командине çитекенни пулмарĕ. Тĕрлемессемпе кунерсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш призлă вырăнсем йышăнчĕç.
9-11-мĕш классенчи каччăсемпе хĕрсем хушшинчи эстафетăра вара тĕрлемессем хулари 3-мĕш вăтам шкул командине çĕнтерме пултарчĕçех. Куснарсем финиша виççĕмĕш çитрĕç.
Совет Союзĕн Геройĕн Василий Харитоновăн куçса çÿрекен кубокĕ-сене хулари 3-мĕш (икĕ категорире те) тата Тĕрлемес шкулĕн командисем илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Л. АЛЕКСАНДРОВА.
Май 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
| 4 | 5 | 6 | 7 | 8
|
9 | 10 |
| 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
| 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
| 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
