Пирĕн хулара пурăнакан вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем хушшинче тĕлĕнмелле шăпаллă хĕрарăмсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - нумай пулмасть 95 çул тултарнă Екатерина Григорьевна Маличкина. Юбилей ячĕпе ăна муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков ăшă сăмахсем каласа саламларĕ.
Нумай çул пурăннин вăрттăнлăхне Екатерина Григорьевна çамрăк чухне хăйне вăрăм кунçул пилленипе çыхăнтарать. «Хамăр урамри 96 çулхи ватă хĕрарăм мана сурпан пек вăрăм ĕмĕр, çутă та вăрăм кунçул сунчĕ. Эпĕ ун халалне халĕ те асра тытатăп», - тет Е. Маличкина.
Кÿршĕллĕ Вăрмар округĕнчи Çиçтепе ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр 1949 çулта Куславккана пурăнма куçнă, автофургонсен комбинатне ĕçе вырнаçнă. Ку вăхăталла заводра унăн пиччĕшĕпе аппăшĕ, Германпа Вера, ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ. Екатерина Григорьевна туслă коллектива хăнăхса çитнĕ, ниçта та пăрахса кайма шутламан. Çавăнпа унăн ĕç кĕнекинче хăçан ĕçлеме илни тата хăçан тивĕçлĕ канăва кайни çинчен çырнă йĕркесем çеç. Вăл 10-мĕш тата 11-мĕш цехсенче станочница пулса 40 çула яхăн вăй хунă. Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн унăн ятне пĕр хутчен кăна мар комбинатăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ, патшалăх пысăк наградăсем парса хавхалантарнă, çав шутра Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ- пе те чысланă.
Екатерина Григорьевнан пысăк пуянлăхĕ - унăн туслă та йышлă çемйи. Мăшăрĕпе Петр Спиридоновичпа пĕрле ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Паян вĕсем тăватă мăнукĕпе тата мăнукĕсен вунă ачипе савăнса, ырлăх курса пурăнаççĕ. Шăпах ĕнтĕ вĕсем Маличкинсен ăрăвне малалла тăсаççĕ.
О. МИХАЙЛОВА.
Май 2026 |
