Анлă Атăл – çĕршывăн илемĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:42 Просмотров: 42

Майăн 20-мĕшĕнче Атăлçи регионĕсем аслă юханшыв кунне кунне паллă турĕç. Атăл - Раççейре кăна мар, Европăри юханшывсен йышĕнче те чи пысăкки. Вăл 3530 çухрăма тăсăлать.

Атăл кунĕ умĕн Куславккари тĕп библиотекăна хулари 3-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классенче вĕренекенсем пухăнчĕç. Вĕсем валли эпир «Анлă Атăл тăрăх» ятпа ятарлă мероприяти ирттертĕмĕр. Ачасем видеоролик пăхрĕç, Атăл юханшывĕ мĕнле пуçланса кайни, унăн илемлĕхĕпе, экологипе çыхăннă татса паман ыйтăвĕсем çинчен пĕлме пултарчĕç. Ачасем çавăн пекех Атăл кунне Чăваш Енре те кашни çулах паллă тунине пĕлчĕç. Çак кун республикăри округсемпе хуласенче экологи пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртеççĕ. Унта Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Муркаш округĕсем, Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисем хастар хутшăнаççĕ, Атăл çыранĕсене тирпей-илем кĕртеççĕ.

Пуçламăш классенче вĕренекенсем «Атăл, Атăл - çĕршывăн илемĕ» викторинăна хаваспах хутшăнчĕç. Хăшпĕр ыйтусем йывăртарах пулчĕç пулин те, вĕсем çине ачасем хăвăртах хуравлама пултарчĕç. Атăл çинчен çырса кăтартнă кĕнекесемпе те хаваспах паллашрĕç.

Библиотекăра пулнă кун арçын ачасемпе хĕрачасене географи урокĕнче ларнă пекех туйăнчĕ. Вĕсем Атăл Раççейĕн историйĕ тата хавхалану çăлкуçĕ пулнине ăнланса илчĕç. Пĕрлехи вăйпа кăна эпир çутçанталăкăн илемне пулас ăрусемшĕн упраса хăварма пултаратпăр.

Н. ИВАНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники