Ÿссен эсĕ кам пулатăн?

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:44 Просмотров: 42

h coJUtWnE1NCB8qw2Rnq1kdGUIka9ZIojGw0 mmqQeyMUit6xjV5PgGstarPI4Kw5u9MRBwJB2FMM5pQM3tBLpi

Çак ыйту кăçал шкул пĕтерекенсене кăна мар, аслă классенче пĕлÿ пухакансене те чылай хумхантарать. Тĕрлĕ профессисемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе Куславкка округĕнчи Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем республикăри транспорт управленине экскурсие кайса килчĕç.

Малтанах вĕсем предприятин Ĕç мухтавĕн музейне кĕрсе курчĕç, кадрсен пайĕн начальникĕ Елена Горбатина çак организацине мĕнле пуçарса яни, унăн ертÿçисем камсем пулни тата юлашки çулсенче вăл хăвăрт аталанса пыни çинчен каласа кăтартрĕ.

Шкул ачисем троллейбуспа çÿреме вĕрентекен класпа та паллашрĕç. Ун хыççăн программăпа килĕшÿллĕн укçа пухакан службăн ĕç пÿлĕмĕнче тата 1-мĕш номерлĕ депора пулчĕç. Арçын ачасемпе хĕрачасем унта хальхи вăхăтри троллейбуссене, вĕсем мĕнле ĕçленине курма пултарчĕç, хăйсене интереслентерекен ĕçе пурнăçлакансем мĕнле условисенче вăй хунине тишкерчĕç.

Елчĕк шкулĕн социаллă педагогĕ Елена Степанова каланă тăрăх, вĕренекенсем мĕн курнипе кăмăллă юлчĕç, вĕсенчен хăшĕ-пĕри малашне троллейбуспа ĕçлес ĕмĕтпе та хавхаланчĕ.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники