Пахчаçимĕç - тупăшлă культура

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:48 Просмотров: 41

DSC 8884

Куснар тăрăхĕнче пурăнакансем мĕн ĕлĕкренпех пахчаçимĕç нумай лартса ÿстернипе палăрса тăраççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ фермер хуçалăхне тытса пырать. Валерий Казаковăн та 50 гектара яхăн çĕр лаптăкĕ пур. 2009 çултан пуçласа унта купăста, кишĕр тата çĕрулми çитĕнтерет.

Энĕш йăлăмĕнчи çĕр çинче вăл хăйĕн кĕрÿшĕпе Сергей Судаковпа пĕрле кăçал та 2 гектара яхăн кишĕр акнă, 3 гектар ытла ир пулакан çĕрулми лартнă. Муниципалитетăн ялхуçалăхĕ-пе экологи пайĕн начальникĕ- пе Марта Квасковăпа пĕрле- унта çитнĕ чухне вĕсем тымар хурчĕпе Колорадо нăрри тÿрех ан тапăнччĕр тесе вăрлăхлăх «иккĕмĕш çăкăра» имçамлатчĕç. «Бельмонда», «Прайм» тата «Гала» сортсем лартма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕç. Çĕрулми уйĕ пурĕ 20 гектар йышăнĕ.

Опытлă фермер пахчаçимĕç туса илес ĕçри вăрттăнлăхсемпе кĕрÿшне Сергей Андреевича паллаштарма тăрăшать иккен. Вăл Якуньккă ялĕнче çуралса ÿс- нĕ, Карач шкулĕнчен, Кукеçри училищĕрен вĕренсе тухнă, унтан Чăваш ялхуçалăх академийĕнче зооинженери факультетĕнче ăс пухнă. Çемьеллĕ, В. Казаковăн хĕрĕпе Светланăпа пĕрлешнĕ, ывăлпа хĕр ÿстереççĕ. Халлĕхе Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Сергей Андреевич каланă тăрăх, малашне ялта тĕпленес, пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарас ĕмĕтлĕ. Çавăнпа ку енĕпе мăшăрĕн ашшĕпе амăшĕнчен Валерий Вениаминовичпа Маргарита Васильевнăран вĕренмелли нумаййине палăртать. Вăл çавăн пекех Ялхуçалăх академийĕнче илнĕ пĕлÿ те çĕр ĕçне çĕнĕлле йĕркелесе пыма май панине çирĕплетет.

- Кадрсем пирки те шухăшламалла. Кулленхи ĕçре халлĕхе пире хамăр кÿршĕсем Иван Конюковпа Алексей Юрков ытларах пулăшаççĕ. Çĕр лаптăкне ÿстерес тата çĕнĕ техника туянас пулсан ăста специалистсем кирлĕ вĕсемпе ĕçлеме. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть вĕт, - тет Сергей Андреевич. - Пысăк йывăрлăхпа çитĕнтернĕ пахчаçимĕçе туянма кĕркунне пирĕн уя машини-машинипе килсе тăраççĕ. Йÿнĕ хакпах парса яратпăр çĕнĕ тухăçа. Енчен те ăна кăштах упранă хыççăн ăсатсан тупăшĕ те ытларах пулĕ- ччĕ. Çавăнпа эпир малашне пахчаçимĕç упрамалли ангар туса лартасшăн.Ун валли çĕр лаптăкĕ хатĕр ĕнтĕ. Ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсене патшалăх паракан гранта тивĕçсен питĕ аванччĕ...

Сăмах май каласан, фермерăн купăста упрамалли ангарсем пур. Иккĕ те. Ăна вĕсем çулсерен 7-8 гектар çинче ÿс- тереççĕ. Кăçал калча лартмалли ятарлă хатĕр те туяннă. Сергей Судаков каланă тăрăх, пахчаçимĕç ÿстересси - тупăшлă ĕç, анчах та чи малтан пирĕн тăрăхра уйрăмах ăнса пулакан культура е сорт суйласа илмелле, тухăçа ÿстерме пулăшакан çĕнĕ меслетсемпе усă курмалла, хатĕр продукцие туянма килĕшекенсемпе калаçса татăлмалла.

В.ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕк çинче: Алексей Юрков, Сергей Судаков, Иван Конюков.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники