Хăнара - çамрăк çемьесем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:54 Просмотров: 42

Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнипе Куславкка округĕнче «Çĕнтерÿ кашнин чĕринче» ятпа республикăри çамрăк çемьесен тĕлпулăвĕ иртрĕ.

Çĕнтерÿ кунне тата Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне халалланă мероприятие «Пĕрлехи Раççейĕн Хĕрарăмсен юхăмĕ» йĕркелерĕ, вăл регионти кашни кĕтесре пурăнакан çемьесене пĕр çĕре пухма май пачĕ. Хăнасене Куславкка муниципаллă округ пуçлăхĕ Алексей Людков, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн президиумĕн членĕ Евгения Краснова, Хĕрарăмсен союзĕн Куславккари уйрăмĕн ертÿçи Олеся Михайлова саламларĕç. Вĕсем ун хыççăн Куснар ялĕ çывăхĕнчи «Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене» мемориала, Куславккари Н.И. Лобачевскин музей-çуртне тата «Кайăк вĕçевĕ» сăмсаха çитсе курчĕç. Ачасем те, çитĕннĕ çынсем те тăван тăрăхăн историйĕпе интересленсе паллашрĕç, нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç.

Çак тĕлпулу Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче иртнине палăртма кăмăллă. Пирĕн округ туслăхлă виçĕ республика чиккинче, Чăваш çĕршывĕнчи анлă Атăл шывĕн шайĕнчен чи çÿллĕ вырăнта вырнаçнă. «Кайăк вĕçевĕ» сăмсахра хăнасене тăватă национальность çыннисем - чăвашсем, тутарсем, ирçесем тата вырăссем ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Уяв пурте пĕрле туслăх картинче çаврăннипе вĕçленчĕ, вăл пĕрлĕхпе килĕшÿлĕх пурнăçра пысăк пĕлтерĕш йышăннине çирĕплетсе пачĕ.

О. ВЛАДИМИРОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники