«Каспий - Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн ялхуçалăхĕнче усă куракан çĕр лаптăкĕсем пурĕ 1945 гектар. Вăл пирĕн округра тата кÿршĕллĕ Вăрмар округĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем туса илет.
Пĕлтĕр пирĕн патра 466 гектар кĕр тыррисем акса хăварнă. Калчасем пĕр тикĕс шăтнă, аякранах хитрен курăнса лараççĕ. Вĕсене вăхăтра минераллă удобренипе апатлантарнă. Кăçал çураки каярах юлса килчĕ пулин те, «Каспий - Агро» ĕçченĕсем уяр çанталăкпа усă курса 269 гектар çурхи культурăсем, çав шутра 144 - тулă, 125 гектар урпа акса хăварма ĕлкĕрнĕ.
Садат Фаяз Оглы Джангиров ертсе пыракан ялхуçалăх предприятийĕнче 18 çын ĕçлет. Техникăна илес пулсан, ăна кашни çул тенĕ пек çĕнетсе пыраççĕ. Пĕр вăхăтрах темиçе ĕç пурнăçлаканнисем те пур. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, тĕштырă акмалли ятарлă комплекс туяннă. С. Джангиров хуçалăхра ĕçлекен Анатолий Шипов, Алексей Кириллов, Артем Бедняков, Владимир Желудков, Юрий Батманов опытлă механизаторсем çĕр сухалама та, тĕштырă акма та, çĕрулми лартма та, ăна уйран пухса кĕртме те ĕлкĕрни çинчен пĕлтерчĕ. Анатолий Смирновпа Вячеслав Трофимов водительсем те ĕçре пултаруллă. Чăн та, вырма вăхăтĕнче тата «иккĕмĕш çăкăра» кăларса пухнă чухне механизаторсемпе водительсем ытларах кирлĕ пулаççĕ, вĕсене договор туса тара тытса ĕçлеттереççĕ.
Тăрăшни сая каймасть. Пĕлтĕр, сăмахран, кĕрхи культурăсене 851 гектар лаптăкра çитĕ-нтернĕ пулнă, тухăç вăтамран пĕр гектартан 60 центнер тухнă. Çуртрисем те аван çитĕннĕ, вĕсем 922 гектар йышăннă, вăтам тухăç 1 гектартан – 48 центнер.
Çĕрулми пирки уйрăммăн каласа хăвармалла. Ăна, тĕпрен илсен, Вăрмар округĕнчи уйсенче туса илеççĕ. Пĕлтĕр ку культура 172 гектар лаптăк йышăннă. «Иккĕмĕш çăкăр» 1 гектартан вăтамран 480 центнер тухăç панă.
«Каспий - Агро» ООО хамăр округ чиккинче, Энтри Пасарĕнче вырнаçнă. Ялхуçалăх ĕçченĕсене канма та, ĕçлеме те условисем аван унта. Столовăйне апатланма пыракансем валли çăвăнса тасалмалли пÿлĕмпе сауна та пур. Территорире тĕрлĕ тĕслĕ кĕлчечексем ÿсеççĕ. Лариса Степановăпа Эльвира Романова поварсем çуракине хутшăнакансем валли кунне икĕ хутчен (хăшпĕр чухне виççĕ те) вĕри апат пĕçереççĕ, черетпе уя тухса çитереççĕ.
Округри ытти ялхуçалăх организацийĕсенче те ĕçсем начар мар пыратчĕç. Анчах та ку эрнере çумăр час-часах çуса тăни çуракине çывăх вăхăтра вĕçлеме чăрмантарать. Муниципалитетăн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Марта Кваскова пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене округра планпа 6443 гектар акса хăварма палăртнă пулсан майăн 26-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе 4945 гектар лаптăкра е 76,7 процент чухлĕ пурнăçланă. Çав шутра тулă чи пысăк лаптăк йышăнать - 2178 гектар, урпа - 1967.
Çĕрулми кăçал 467 гектар лартма пăхнă, халлĕхе 198 гектар лаптăкра (42 процент) лартса хăварнă. Пахчаçимĕçсем планпа 188 гектар йышăнмалла. Майăн 26-мĕшĕ тĕлне ăна 66 гектар çинче (35 процент) вырнаçтарнă.
В. ВОРОБЬЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: Артем Бедняков, Садат Джангиров, Юрий Батманов, Алексей Кириллов.
Июнь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 |
| 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 |
| 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 |
| 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 |
| 29 | 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
