Вулавăшсен кĕнеке фончĕ пуянланчĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.05.2026, 14:57 Просмотров: 31

Куславкка муниципаллă округĕнчи библиотека фончĕсем кашни çулах федераллă бюджетран уйăракан укçапа туяннă кĕнекесемпе пуянланаççĕ. Вĕсене Чăваш Ен Наци вулавăшĕ централизациленĕ майпа сутăн илет те округсенчи хуласемпе ялсенчи библиотекăсене уйăрса парать.

2026 çулта Тĕмшерпе Тĕрлемес ялĕсенчи вулавăшсем сахал мар çĕнĕ кĕнекепе пуянланчĕç, 105 кĕнекерен тăракан комплектра энциклопедисем, ачасемпе çитĕннĕ çынсем валли илемлĕ произведенисем тата ытти те пулчĕ. Ку хутĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа халалланă «Çĕнтерĕве çывхартнă ачасем» серири кĕнекесене пысăк тимлĕх уйăрнă. Илемлĕ произведенисем хушшинче çавăн пекех Раççей историйĕнче тарăн йĕр хăварнă пултаруллă ывăл-хĕр çинчен каласа параканнисем те нумай. Кунсăр пуçне тата «Профессипе палашатпăр» серири литературăпа та пуянланчĕ пирĕн фонд. Çамрăксем финанс пĕлÿлĕхĕпе, психологипе, историпе, паянхи çивĕч ыйтусемпе интересленеççĕ, ятарлă çар операцийĕ тата çапăçусенче палăрнă паттăрсем çинчен нумайрах пĕлесшĕн, ачасем вара юмахсем вулама юратаççĕ.

Н. ЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии