Ялтан яла – концертпа

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.05.2026, 14:59 Просмотров: 31

Юлашки вăхăтра централизациленĕ клуб системинче ĕçлекенсем тăрăшнипе хамăр округри нумай функциллĕ «Автоклуб» культура центрĕ вăрăм ĕмĕрлĕ тата чылай çулранпа пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăрсем патне çитсе чыслас йăла вăй илчĕ.

Иртнĕ эрнере эпир Çĕнтерĕве халалланă илемлĕ программăпа Шăнчас ялне кайса килтĕмĕр. Ятарласа хатĕрленĕ сцена çинче Куславкка округĕн талантлă артисчĕсем хăйсен пултрулăхĕпе паллаштарчĕç. «Надежда» вокал ансамблĕ куракансене Раççейпе, Çĕнтерÿпе çыхăннă юрăсем парнелерĕ. «СВО çинчен çырнă юрăсем» ятарлă проектпа килĕшÿллĕн унта хутшăнакан Ирина Кашаева «Мой далекий солдат» юрра чуна хумхантармалла шăрантарчĕ, концерта пынисем хушăран хушă шывланнă куçĕсене шăла-шăла илчĕç.Сăмах май каласан, Иринăн ывăлĕ ятарлă çар операцийĕнче, Украинăра пуç çĕкленĕ фашизмпа кĕрешет. Тепĕр паллă юрăç - Олег Малов, вăл куракансене «От чего так в России березки шумят» тата «Лизаветта» юрăсем парнелерĕ.

Концерт пынă вăхăтра ял халăхĕ вырăнти библиотека хатĕрленĕ, Аслă Отечественнăй вăрçă тата пирĕн çĕршывăн паттăрла историйĕ çинчен каласа паракан кĕнекесен выставкипе паллашма пултарчĕ. «Чăматанри музей» выставка та интереслĕ экспонатсемпе пуян пулни палăрчĕ. Ача-пăча валли вара илĕртÿллĕ мастер-классем йĕркелерĕмĕр. Эпĕ вĕсене сывлăш вĕртсе хăпартмалли шарсенчен тĕлĕнмелле кĕлеткесем, чечексем тума вĕрентрĕм, Кармăш клубĕнче ĕçлекенсем хуть мĕнле йывăрлăхра та пулăшса пыракан пĕчĕк пуканесем ăсталама хăнăхтарчĕç. Ачасем те, концерт курма пынă çынсем те çакăн пек уяв туса панăшăн ăшшăн тав турĕç, вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклеме пултарнăшăн эпир те савăнтăмăр.

Е. РУСИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии