Çулталăкра пĕр хутчен

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 29.05.2026, 15:00 Просмотров: 147

Республикăри куçса çÿрекен флюорографи хатĕрĕпе усă курса пирĕн округра пурăнакан 787 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнă. Вăл пирĕн патра майăн 4-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен ĕçленĕ. Çак тапхăрта машиностроени отраслĕнче вăй хуракансем тата 8 территори пайĕнче пурăнакансем унăн пулăшăвĕпе усă курнă.

Куçса çÿрекен флюорографи - хамăр сывлăха меллĕ вăхăтра тата ниçта çÿремесĕрех тĕрĕслеттермелли меслет. Çакна ĕç вырăнĕнче те, пурăнакан çуртран аякка е район больницине каймасăр та тума пулать. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн «Автофургон» ОООра ĕçлекенсем, Тĕрлемес, Энтри Пасар, Елчĕк, Карач, Тĕмшер, Кармăш, Кунер ял тăрăхĕсенче, Куславкка хулин поселок енче пурăнакансем хăйсен сывлăхне çапла майпа тĕрĕслеттерме пултарчĕç.

«Флюорографи - туберкулеза тата ÿпкери организма пысăк сиен кÿрекен шыçăсене тупса палăртмалли меслетсенчен пĕри. Тухтăрсем тĕрĕслевре çулталăкра пĕр хутчен пулма сĕнеççĕ. Флюорографи витĕр тухма ятарласа хатĕ-рленме кирлĕ мар, вăхăт та нумай иртмест - 5 минутран ытла мар», - теççĕ районти И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больница специалисчĕсем.

Сывлăх - кашни çыннăн тĕп пуянлăхĕ, çавăнпа харпăр хăйшĕн тăрăшмалла, диспансеризацире тăтăшах пулмалла. Ку вара чир-чĕре пуçламăш тапхăртах тупса палăртма пулăшать. Ахальтен каламаççĕ халăхра: «Организма мĕн чухлĕ маларах сиплеме тытăнатăн, çавăн чухлĕ маларах сывалатăн».

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники