Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.06.2026, 15:34 Просмотров: 46

Раççейри УФСИНăн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри 5-мĕш колони ветеранĕсем Куславкка муниципаллă округне кĕрекен илемлĕ вырăнта вырнаçнă Куснар ялĕ çумĕнчи Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă мемориал комплексне çитсе курчĕç.

Ăна 2022 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Мемориал Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче чăтма çук йывăр условисенче республика территорийĕнче тăшмана чарса лартма хÿтĕлев чиккисем чавнă тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне асра тытнине çирĕплетсе парать. Уголовлă айăплав системин ветеранĕсем комплекс территорийĕпе паллашрĕç. Унта барельефсемпе пĕрле çыхăнтарнă 50 метр çÿллĕшлĕ стела аякранах мăнаçлăн курăнса тăрать.

«Пирĕн тивĕç - Çĕнтерĕве мĕнле туптани çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартасси. «Чĕмсĕр чикĕсем» - ку вăл хĕрарăмсемпе ватăсем, ачасем çара уйра шартлама сивĕсене пăхмасăр алла кĕреçе тытса тăшмана ирттерсе ярас мар тĕллевпе пĕтĕм вăя парса ĕçлени çинчен аса илтерни. Çакна пирĕн нихăçан та манас çук»,- терĕç ветерансем экскурси вăхăтĕнче.

Юлашкинчен вĕсем монумент патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çак экскурсие учрежденири ветерансен канашĕ çарпа патриотла воспитани парас тата фашизма çапса аркатнинче Чăваш çĕршывĕн тÿпи те пысăк пулнине палăртса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники