Июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Куславккари «Геометрика» паркра педагогсен професси ăсталăхĕн конкурсĕсен («Социаллă педагог», «Тăван чăваш чĕлхипе литературин чи лайăх учителĕ», «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ», «Чи класлă класс ертÿçи-2026», «Чăваш Енри çулталăк учителĕ» тата ытти те) муниципалитет шайĕнче çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ, конкурссен республикăри тапхăрне хутшăннă вĕрентекенсене чысларĕç.
Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç тата наука ĕçченĕсен профессилле союзĕн районти организацийĕн председателĕ Владислав Шмелев чи ăста класс ертÿçисене наградăсемпе палăртнă май шкулта воспитани системинче вĕсем тĕп вырăн йышăннине, кашни ачапа уйрăммăн ĕçленине, вĕренекенĕн пултарулăхне уçса пама пултарнине палăртрĕ.Çавна пулах шкул ачисен чĕринче хавхалану хăвачĕ тапса тăрать, вĕсенчен кашни пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать.
Савăнăçлă лару-тăрура çав кун грамотăсене чи пултаруллисем илме тивĕçлĕ пулчĕç: «Чи класлă класс ертÿçи-2026» республикăри конкурсăн пирĕн муниципалитетри тапхăрĕнче çĕнтернĕ Алина Михайловна Сидорова (хулари 3-мĕш вăтам шкул), Ирина Васильевна Смирнова (Елчĕк вăтам шкулĕн класс ертÿçи), Татьяна Владимировна Анилина (Тĕрлемес вăтам шкулĕн класс ертÿçи). «Чи класлă класс ертÿçи» республикăри конкурсăн хамăр муниципалитетри тапхăрне хутшăннă Ирина Михайловна Мыковăна (Кунер вăтам шкулĕн класс ертÿçи), Елена Петровна Ремизовăна (Куснар), Светлана Алексеевна Глушковăна (Энтри Пасарĕ), Светлана Валерьевна Сорокинăна (хулари 2-мĕш вăтам шкулăн класс ертÿçи) сертификатсем парса хавхалантарчĕç.
В. ВОРОБЬЕВА.