Этноуяв икĕ уйăха тăсăлĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.06.2026, 12:40 Просмотров: 165

Çатрăк ялĕнчи клуб çумĕнчи лапамра çак кунсенче «Сик!Тух!» этнографи проекчĕпе килĕшÿллĕн интереслĕ вăйă иртрĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - чăваш ачисен манăçа тухса пыракан вăййисене, йăлана кĕнĕ уявĕ-сене каялла тавăрасси. Çакна тăван халăхăмăрăн пуян культурипе ачасемпе çамрăксене вăйă тата ташă урлă паллаштарас тесе йĕркелеççĕ. Вĕсем ачасемпе çамрăксене туслă пурăнма, пĕрле ушкăнпа ĕçлеме тата канма вĕрентессе шанаççĕ. Çамрăк ăру авалтан пыракан йăла-йĕркене тишкернĕ май кăмăл-сипет пуянлăхĕпе паллашма пултарать.

Мероприяти «Шкул ачисем валли культура» тата «Çуралнă çĕршыв культури» проектсемпе килĕшÿллĕн иртрĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем чăвашсен авалхи вăййисемпе паллашнипе пĕрлех хăйсем те вĕсене выляса пăхрĕç. «Çĕрĕ памалла», «Тили- рам», «Ан тапранăр» вăйăсем вĕсене уйрăмах килĕшрĕç, кашниех чăвашсен ĕлĕкхи вăййисем питĕ шавлă, хаваслă пулнине палăртрĕ.

Чăваш культурипе ачасемпе çамрăксене паллаштарас тĕллевпе шухăшласа кăларнă проектпа çыхăннă этноуяв республикăра икĕ уйăха тăсăлĕ, июлĕн 31-мĕшĕчченех пырĕ.

З. ГУРЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники