Уй-хирте çурхи ĕçсем вĕçленнĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.06.2026, 10:32 Просмотров: 147

Июнь уйăхĕн çурринчен иртрĕмĕр. Çĕрĕçченĕсем ку вăхăта уй-хирти çурхи ĕçсене вĕçлеме ĕлкĕрчĕç.

Муниципалитетăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова пĕлтернĕ тăрăх, кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пирĕн округра кăçал 9556 гектар йышăнать. Çав шутра çуртрисене 5537 гектар акнă. Çурхи тулă ани округра чи пысăкки - 2296,38 гектар, урпа - 2228, сĕлĕ - 452,6, пăрçа - 460, вир -100 гектар.

Çĕрулми кăçал 490,5 гектар е пĕлтĕрхинчен кăшт нумайрах лартнă. Пахчаçимĕç те иртнĕ çулхинчен ытларах - 201,8 гектар. Уйрăм культурăсене илес пулсан, купăста кăçал 173 гектар йышăнать, хăяр - 16, кишĕр - 4, хĕрлĕ кăшман - 1,8, ытти çимĕçсем - 7 гектар.

Техника пĕлтерĕшлĕ культурăсене 520 гектар лаптăкра вырнаçтарнă. Нумай çул ÿсекен курăксем пурĕ 1567 гектар йышăнаççĕ, пĕр çул ÿсекеннисем - 210, сар пăрăç ?горчица% - 410, выльăх апачлĕх кукуруза - 128, соя - 110 гектар.

Çу кунĕсем - выльăх апачĕ хатĕрлемелли чи лайăх тапхăр. Çакна асра тытса, «Агрофирма «Куснар» акционер обществин ĕçченĕсем июнĕн 16-мĕшĕ тĕлне 2128 тонна выльăх апачĕ хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.

Ялхуçалăх предприятийĕсенче техника паркне çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Палăртма кăмăллă, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем кашни çулах трактор е комбайн, е тата çĕнĕ йышши сеялка туянма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, «Родина» СХПК июнĕн 11-мĕшĕнче Китайра туса кăларнă 200 лаша вăйлă «Зум-зум» (Zoomlion) трактор туяннă. Хуçалăх ертÿçи Людмила Емельянова каланă тăрăх, ун пекки пирĕн округри ялхуçалăх организацийĕсенче халлĕхе никамăн та çук, республикăра та сахал. Трактор туянма пулăшнăшăн Людмила Александровна çăмăллăхлă кредит паракан «Россельхозбанк» акционер обществине тав тăвать.

«Агрофирма «Велес» та техника паркне çулсерен çĕнетсе пырать. Кăçал унта Ростовра туса кăларнă тĕштырă акмалли Ерусланов сеялкине туяннă. Вăл та пĕр вăхăтрах темиçе ĕç тума май парать.

- Ялхуçалăх отраслĕ малалла ăнăçлă аталанса пырасси техника паркне çĕнетсе тăнинчен нумай килет, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши, хăватлă тракторсемпе комбайнсем нумай туса кăлараççĕ, - тет «Родина» СХПК председателĕ Людмила Емельянова. - Вĕсем производствăн хăватлăхне ÿстерме, мĕнпур ĕçе агротехникăпа пăхнă вăхăтра пурнăçлама май параççĕ.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники