
Июнĕн 15-мĕшĕнче Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви йĕркеленипе тĕп хулари Наци библиотекинче экологсен «Симĕс Чăваш Ен» форумĕ иртрĕ.
Унта Тĕрлемес шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Ирина Николаевна Никонорова та хутшăнчĕ. Форумра «Экологи ăсталăхĕн урокĕсем» професси ăстисен Чăваш Республикинчи конкурсĕн çĕнтерÿçисене тата призлă вырăн йышăннă учительсене наградăланă. Награда илнисен йышĕнче пирĕн шкулта вĕрентекен И. Никонорова та пур. Сăмах май каласан, Ирина Николаевна Тĕрлемес шкулĕнче 18 çул тăрăшать.
К. ГУРЕНЬКОВА.