Тĕп вырăнта - тирпей-илем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.06.2026, 10:35 Просмотров: 159

«Единая Росия» партин «ЖКХ шкулĕ» проекчĕпе килĕшÿллĕн Куснарта нумай пулмасть ял халăхĕпе тĕлпулу иртрĕ. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - территорие тирпей-илем кĕртессипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусене кунта пурăнакансемпе пĕрле татса парасси.

Тĕлпулăва муниципаллă округ пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алексей Иванов, Куславкка муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Владислав Шмелев, Куснар территори пайĕн начальникĕ Наталья Будкова хутшăнчĕç.

Ялта пурăнакансем хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене хускатрĕç, пурнăçа лайăхлатмалли сĕнÿсем пачĕç. Вĕсен пысăк пайне тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем вырăнтах сÿтсе яврĕç, тивĕçлĕ документсене тишкерсе тухмаллипе тата профиллĕ специалистсемпе канашламаллипе çыхăннă ыйтусене яваплă çынсем çывăх вăхăтра пăхса тухма шантарчĕç.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники