Ылтăн медаль çĕнсе илнĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 19.06.2026, 10:36 Просмотров: 225

«Мас-рестлинга - шкулсене» проектпа килĕшÿллĕн июнĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта спортăн çак енĕпе республикăри фестиваль иртнĕ.

Унта 12-17 çулсенчи 240 спортсмен вăй виçнĕ, вĕсен йышĕнче куславккасем те пулнă. Пирĕн хулари 3-мĕш вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Вероника Петрова хăйĕн виçинче пĕрремĕш вырăна тухма, ылтăн медаль çĕнсе илме пултарнă. Илья Красновпа Иван Ларионов вара пăхăр медальсене тивĕçнĕ.

А. ТИМОФЕЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Праздники