
Куславкка округĕн ертÿçи Алексей Людков Анна Антоновăна нумай пулмасть хваттер уççи тыттарчĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр ÿснĕ хĕр пурнăçĕнче çак самантран пуçласа çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Вăл хваттер хуçи пулса тăчĕ.
Алексей Николаевич ăна çĕнĕ çурта куçнă ятпа ăшшăн саламларĕ. «Çак стенасем сана малашне вăй парса тăччĕр, хăтлăх, килĕшÿпе юрату хуçаланакан кĕтесе тăванăрсемпе çывăх çыннăрсем килсе çÿреме пултарччăр. Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлантăр, ыранхи куна шанăçпа пăх»,- терĕ муниципалитет ертÿçи.
«Единая Россия» партин «Çирĕп çемье» проекчĕ пулăшнипе çак кун Анна Антонован пурнăçĕнче яланлăха асра юлĕ. Проектра тăлăх ачасене тимлĕх уйăрмалли çинчен нумай каланă, унăн тĕп тĕллевĕ - çемье институтне тĕреклетесси, çĕршывра телейлĕ ачалăх валли тата тăлăхсен йышне чакармалли условисем туса хурасси.
Анна Антонова - кăçал пирĕн округра çакнашкал пулăшу илнĕ иккĕмĕш çын. Ырă ĕçсем кунпа кăна пĕтмеççĕ, çулталăк вĕçлениччен тата тепĕр тăватă ентеш хваттерлĕ пулĕç.
О. Михайлова.