Раççейри УФСИНăн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри психологи служби «Уголовлă айăплав системин чи лайăх психологĕ» професси ăстисен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрне ирттерчĕ.
Жюри членĕсем психологсен ăсталăхне тĕрлĕ виçепе хакларĕç. Малтанах вĕсем конкурса хутшăнакансен хăйсем çинчен каласа паракан видеороликĕсемпе паллашрĕç. Унтан çак профессине суйласа илнисем кулленхи ĕçре тĕл пулакан ăнлавсемпе тĕрĕс усă курнине, преступлени тунă тесе шутлакан, уншăн айăплакан тата айăпланă çынсемпе мĕнле ĕçленине тишкерчĕç.
Баллсене пĕрле хушнă хыççăн «Уголовлă айăплав системин чи лайăх психологĕ» ята регионти тапхăрта 5-мĕш колонин аслă психологĕ Галина Петрова тивĕçли паллă пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене айăплава пурнăçлакан инспекцин психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерекен уйрăмĕн психологĕ Надежда Григорьева тата 3-мĕш колони психологĕ Александра Селезнева йышăнчĕç.
Пĕрремĕш тур çĕнтерÿçи Раççейри УФСИНăн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри чысне конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче хÿтĕлĕ, унта Атăлçи федераллă округĕнчи психологи службин учрежденийĕсенче ĕçлекенсем пĕрле пухăнĕç.
Т. АВЕРЬЯНОВА.