Республикăра ырă ятлă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 26.06.2026, 15:03 Просмотров: 152

«Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» тата «Чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлесси» проекчĕсемпе килĕшÿллĕн нумай пулмасть пирĕн округри пулă ĕрчетекен «Карамышевский» хуçалăх коллективĕпе тĕлпулу иртрĕ.

Ку мероприятие «Раççей ялĕ» проектăн координаторĕ, муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн экономикăпа ялхуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ - экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕн, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Геннадий Пушков, «Чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлесси» проектăн муниципалитетри координаторĕ, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова, асăннă проектăн обществăлла канашĕн председателĕн заместителĕ, Куславкка районĕ- нчи выльăх-чĕрлĕх чирне хирĕç кĕрешекен станци пуçлăхĕн çумĕ Елена Матвеева, АПК ветеранĕсен Куславкка округĕнчи союзĕн председателĕ Нина Иванова хутшăнчĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикинче тата Куславкка муниципаллă округĕнче агропромышленность комплексĕ 2025 çулта мĕнле аталаннине пĕтĕмлетрĕç, 2026 çулта пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç. Çавăн пекех ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене хăтлă тăвас тĕлĕшпе яллă территорисене аталантармалли, агробизнеса пулăшмалли мерăсене сÿтсе яврĕç.

Аса илтеретпĕр: Куславкка муниципаллă округĕнче агропромышленность комплексĕ промышленность отраслĕ пекех экономикăн тĕп секторĕ шутланать. Предприятисен çаврăнăшĕнче юлашки çулсенче вăл 18-20 процентпа танлашать. Пирĕн округ тĕпрен илсен çĕр ĕçĕпе пурăнать, ялхуçалăх производствин аталанăвĕ çутçанталăк условийĕсем мĕнле пулнинчен нумай килет. Апла пулин те агропромышленность комплексĕ юлашки çулсенче аван аталанса пырать. Муниципаллă округăн хуçалăхĕсенче туса илнĕ ялхуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2025 çулта 2 млрд та 411 млн тенкĕлĕх пулнă, ку вăл 2024 çулхинчен 500 млн тенкĕ ытларах. Ÿсĕм хăвăртлăхĕ Чăваш Енри вăтам цифрăран та иртнĕ: Чăваш Республикинче - 110,1 процент, Куславкка округĕнче - 116,4.

Юлашки çулсенче Куславкка муниципаллă округĕ пахчаçимĕç тухăçĕпе тата ăна пĕтĕмĕшле туса илнипе Чăваш Республикинче чи вăйлă округ шутланать, çĕрулми туса илессипе - чи лайăх 5 округ шутĕнче. Пирĕн округра уçă вырăнта пахчаçимĕç лартса (акса) тунин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ республикăра 2025 çулта 36 процент ытла пулнă. Ку енĕпе Иван Семеновăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ ырă тĕслĕх кăтартать, вăл Чăваш Енре пахчаçимĕç туса илекен чи пысăк хуçалăхсенчен пĕри шутланать. 2025 çулта унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 11 пин тоннăна яхăн пулнă.

Елчĕкре пулă ĕрчетекен республикăра паллă «Карамышевский» хуçалăх аван аталанса пырать. Вăл Чăваш Енре кÿлĕсенче пуринчен те нумайрах карп ÿстерекен хуçалăх ятне пĕр хутчен çеç мар тивĕçнĕ. Унта çавăн пекех толстолобик тата шурă амур çитĕнтереççĕ.

Сĕт-çупа аш-какай туса илессипе Куславкка тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли комплекс аталанса пыракан «Куснар» агрофирма» акционер обществи ыттисене ырă тĕслĕх кăтартать.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники