Çемьепе юрату, шанчăклăх кунĕнче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:24 Просмотров: 128

Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» пректпа килĕшÿллĕн июль уйăхĕнче пирĕн округра тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

Июлĕн 8-мĕшĕнче Мăрсакассинче Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунне халалласа «Çемье - патшалăх никĕсĕ» ятпа уяв иртрĕ. Вăл Вырăс православи чиркĕвĕ çемьепе мăшăрланăва упракан çветтуйсене Петрпа Феврония Муромскисене чысланипе çыхăннă. Мĕншĕн-ха халăх ăстăнĕнче йышлă çветтуйсем хушшинче шăпах вĕсем çемье телейĕ шутланаççĕ? Ĕç-пуç акă мĕнле пулса иртнĕ: кнеç ывăлĕ Петр ахаль хресчен хĕрне Февронийăна кăмăллани - юратăвăн, шанчăклăхăн, хăйне хăй хĕрхенменнин тĕслĕхĕ. Çемье вара шăпах çакăн пек паха енсем çинче тытăнса тăрать.

Ялта пурăнакансене уяв ячĕпе саламлама Куславккаран артистсем килсе çитрĕç, куçа çÿрекен нумай функциллĕ культура центрĕ - автоклуб халăх пухăнакан вырăнта чаплă концертсем кăтартма май парать. Мăрсакассисене уяв ячĕпе саламланă май хамăр округра палăрнă «Нежность» ансамбль ертÿçи Елена Лебедева çак ытарайми илемлĕ кун пурне те ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, çемье йăлисене малашне те типтерлĕ упрама сĕнчĕ. Ансамбль репертуарĕнче тăван çĕршыв, ытарайми атте-анне килĕ çинчен хывнă, пурте килĕштерекен юрăсем янăрарĕç. Районти Культура çурчĕн ĕçченĕ Олег Малов та гитара каланă май темиçе юрă шăрантарчĕ. Ачасен «Подсолнух» халăх хореографи ансамблне çÿрекенсем Софья Питомцевăпа Софья Андреева мăрсакассисене уяв ячĕпе илемлĕ ташăсем парнелерĕç. Ялта пурăнакансем пултарулăх ĕçченĕсен кашни номерне нумайччен алă çупса кĕтсе илчĕç.

Екатерина Русина вара пĕчĕккисене хăй тавра пухрĕ, юмахсенчи сăнарсенчен хăшĕ-пĕрисене вĕсене асăнмалăх «парнелерĕ». Ирина Наумовăпа Анастасия Васильева кăмăл тăвакансене уявăн тĕп паллинчен - салтак тÿминчен (ромашка) пуç кăшăлĕ çыхма вĕрентрĕç. Вĕсемех Петрпа Феврония Муромскисем çинчен каласа кăтартрĕç.

В. ВОРОБЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники