Индустри паркĕ пулĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:25 Просмотров: 163

Инвестици аталанăвĕн агентствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарти экономика форумĕнче Куславкка муниципаллă округĕн территорийĕ-нче «М7 – Козловский» промышленность (индустри) паркĕ тумалли инвестици проектне ĕçе кĕртесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Ун валли 255 миллион тенкĕ уйăрма хатĕр.

Инвестор Тутарстанри предприниматель, «М7 Козловский» тулли мар яваплăхлă общество ертÿçи пулĕ. Индустри паркĕ М-7 «Волга» автоçул хĕрринче вырнаçĕ. Резидентсем валли производство цехĕсемсĕр пуçне çул хĕрринче çынсене пулăшу паракан сервис та пулĕ.

«Индустри лаптăкĕсене аталантарни муниципалитетсене инвестицисемпе тивĕçтермелли тĕп хатĕрсенчен пĕри пулса тăрать. Кунашкал проектсем çĕнĕ производствăсем вырнаçтармалли, вак тата вăтам бизнеса аталантармалли, çав шутра «Эффективлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕ пулăшнипе те хальхи йышши инфратытăм йĕркелемелли никĕс пулса тăраççĕ. Аталанма май паракан çĕнĕ вырăнсем пысăк хуласенче кăна мар, муниципаллă округсен территорийĕсенче те ÿссе ларни Чăваш Еншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ»,- тет Чăваш Ен Экономика аталанăвĕн министерствин ертÿçи «Единая Россия» партин «Предпринимателлĕх» проекчĕн кураторĕ Лариса Рафикова.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники