Черетре сехечĕ-сехечĕпе лармалла мар

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:29 Просмотров: 146

Июлĕн 8-мĕшĕнче Елчĕк тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем те «Сывлăх патне утăм» акцине хутшăнчĕç. Çак кун больницăна каймасăрах хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсем йышлă пулчĕç - автобус чарăнăвĕнче вырнаçнă сывлăх пунктне 112 çын пычĕ.

Вĕсем артерири тата куçри юн пусăмне, сахăрпа холестерин шайне пĕлме, тĕрлĕ анализ пама, ЭКГ, флюорографи тума, шăлсене тĕрĕслеттерме, хăйсен йывăрăшĕпе çÿллĕшне пĕлме пултарчĕç.

Кашниех çакăн пек проектсем питĕ кирлине, чир-чĕре шала кайиччен тупса палăртма тата вăхăта перекетлеме кирлине палăртрĕ. Куçса çÿрекен «Сывлăх пункчĕсем» çу кунĕсем вĕçленичченех ĕçлĕç, Куславкка муниципаллă округĕнче пурăнакансем районти тĕп больницăна каймасăрах хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарĕç.

В. ВОРОБЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники