Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрăн Кунерти ватлăх енне сулăннă çынсемпе инвалидсене стационарта пулăшмалли уйрăмĕнче тинех юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - социаллă пулăшу илекенсем пурăнакан çуртри условисене лайăхлатасси.
Юсавпа килĕшÿллĕн подрядчиксем уйрăмри урайсене те улăштарса çĕнетеççĕ. Çавăн пекех çурт стенисемпе маччисене йĕркене кĕртĕç, якатĕç, çутăпа вентиляци системисене улăштарĕç. Çаксем пурте пĕччен тăрса юлнă, ытлă-çитлĕ пурăнайман ватăсемпе инвалидсене хăтлă пÿлĕмсенче ĕмĕр ирттерме май парĕç. Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн унти условисем пĕтĕмпех лайăхланасси паллă.
Кунерти уйрăм заведующийĕ Людмила Шулаева каланă тăрăх, юсав ĕçĕсене тытăннипе вĕсем питĕ хавас. «Эпир Кунерти уйрăмра пурăнакансем валли хăтлă условисем туса пама тăрăшатпăр. Пÿлĕмсене çĕнетнĕ май çуртăн тулаш енĕ те илемленĕ, шалта вара çĕнĕ йышши коммуникацисем вырнаçтарĕç. Çавна май ватăсен пурнăç условийĕсем те чылай лайăхланĕç. Ватлăх енне сулăннă çынсемпе инвалидсемшĕн тăрăшни, каларăм ĕнтĕ, савăнтарать, юсав ĕçĕсем вĕçленессине чăтайми кĕтетпĕр».
Е. ЧАПУРИНА.