Кăтартусем савăнтараççĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:37 Просмотров: 133

«Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕнче нумай пулмасть ĕç коллективĕпе тĕлпулу иртрĕ, унта Куславкка округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономикăпа тата ялхуçалăхĕпе ĕçлекен заместителĕ - экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕн, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи Геннадий Пушков, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова хутшăнчĕç.

Тĕлпулу вăхăтĕнче «Раççей ялĕ» тата «Чĕрчунсен тĕнчине хÿтĕлесси» проектсене хамăр муниципаллă округра мĕнле пурнăçа кĕртнине пăхса тухрĕç, Чăваш Республикинче тата Куславкка муниципаллă округĕнче агропромышленность комплексĕ 2025 çулта мĕнле аталаннине пĕтĕмлетрĕç, агробизнеса пулăшмалли тата ялта пурăнакансем валли хăтлă условисем туса парас тĕлĕшпе территорисене аталантармалли мерăсене сÿтсе яврĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухма Пăрмас территори пайĕнчи хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçи Денис Христофоров та хутшăнчĕ.

Сăмах май каласан, «Родина» ялхуçалăх производство кооперативне 1993 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 2007 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ăна Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Александровна Емельянова ертсе пырать. Хуçалăх 2 пин гектар ытла лаптăкра тĕпрен илсен пĕрчĕллĕ культурăсем акса ÿстерет.

Коллектив пысăк мар, 10 çынран тăрать. Кунта ялхуçалăх техникин паркĕ çулсерен çĕнĕ техникăпа пуянланса пырать. Паян «Родина» СХПКра 14 единица трактор, тĕштырă вырмалли 2 комбайн пур. 2025 çулхи итогсем кăтартса панинчен çакă паллă: хуçалăхра 6095 тонна тĕштырă пухса илнĕ, тухăç пĕр гектартан вăтамран 33,2 центер тухнă.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники