Вăйлисенчен пĕри

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 10.07.2026, 10:39 Просмотров: 145

Çак ÿкерчĕк çинчи Максим Оспипов Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта вĕренет. Кăçал вăл 9-мĕш класс пĕтерчĕ. Максим хамăр округри «Атăл» спорт шкулне кире пуканĕ йăтакансен секцине çÿрет.

Вăл Акатуйра иртнĕ ăмăртусенче аван кăтартусемпе палăрчĕ. Ăмăртусене хутшăнма ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Пĕтĕм Раççей категориллĕ спорт судйи Иван Краснов хатĕрлет. Сăмах май каласан, Иван Николаевич 2024 çулта Чăваш Республикин чи лайăх тренерĕ ята тивĕçнĕ пулнă.

Тренер каланă тăрăх, Максим кăçал 16 килограмлă кире пуканне 161 хут йăтса илнĕ. 82 килограмлă виçери спортсменсем хушшинче вăл республикăра вăйлисенчен пĕри шутланать. Çамрăк спортсмен Самарта шкул ачисем хушшинче Раççейре мала тухассишĕн пынă спартакиадăра та пысăк çитĕнÿ тума пултарнă. Халĕ вăл шкул ачисен финалти вăййисене хутшăнма хатĕрленет. Вĕсем август уйăхĕнче Сочире иртĕç.

В. ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕк çинче: Максим Осипов, Иван Краснов.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники