Пĕрлĕхре - вăй!

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.07.2026, 11:08 Просмотров: 132

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене ентешсем май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çĕршыва пулăшу кирлĕ чухне пирĕн округра та никам та айккинче тăрса юласшăн мар. Çак кунсенче, акă, хамăр çар служащийĕ-сене питĕ кирлĕ УАЗ автомобиль инçе çула тухрĕ.

Ырă ĕç тăвакансем, тĕрлĕ акцисем пуçаракансем, пĕр сăмахпа каласан, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене вăй çитнĕ таран пулăшакансем пирĕн хулапа ялсенче те нумай. Ку хутĕнче Куславкка муниципаллă округĕн централизациленĕ клуб системинче ĕçлекенсем (вĕсем виççĕмĕш хут «Салтак мухтавĕ: авалтан пуçласа паян кунччен» пархатарлăх марафонĕ йĕркеленĕ), «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен совечĕ» ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов, хамăр округра пурăнакан, ентешсене пулăшма хатĕр çынсем тăрăшнипе вĕсем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ çитĕ.

«Зов Чувашия» пархатарлăх фончĕн Куславкка муниципаллă округĕнчи хастарĕсене те асăнса хăвармалла. Вĕсем фронта маскировка сечĕсем парса янă.

«Пархатарлă ĕçрен айккинче юлманнисене пурне те ăшшăн тав тăватăп.Сирĕн пулăшăвăр - иксĕлми хаклă.Эпир хамăр Паттăрсем хăйсен çуралнă килĕсене Çĕнтерÿпе таврăнасса чăтайми кĕтетпĕр. Раççей вăйĕ - халăх пĕрлĕхĕнче»,- çирĕплетнĕ муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники