Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Варасăр клубĕнче «Эпир каллех пĕрле» ятпа ачасем концерт кăтартса пачĕç.
Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан, Варасăрти çывăх тăванĕсем - асламăшĕсемпе аслашшĕсем, кукамăшĕсемпе кукашшĕсем патне кашни çулах канма килекен пултаруллă арçын ачасемпе хĕрачасен концертне курма варасăрсем кăна мар, таврари ялсенчен те чылай пухăнчĕç.
Малтанах хор «Вместе весело шагать» тата «Ты - человек» юрăсем шăрантарчĕ.Унтан ачасем тĕрлĕ жанрлă ташăсем парнелерĕç куракансене. Валерия Романовăпа Марьям Аминова акробатикăпа çыхăннă интереслĕ хусканусем кăтартса пачĕç, Никита, Олеся тата Анастасия Мотовăсем, Стася Смирнова, Кристина Смирнова, Дарья Рожнова, Анна Романова эстрада ташшисем ташласа халăха савăнтарчĕç.
Хăнана килнĕ Петр Александров аккордеонпа ăста калани палăрчĕ, Альвина Горбунова вара синтезатора ытларах килĕштерет иккен. Кашăкпа тĕрлĕ çемĕ калама юратакансем чăваш ташшин кĕввисене илемлĕ шăрантарчĕç. Ачасем çавăн пекех тĕнчери пĕрпеклĕхсем çинчен ятарлă сценка лартса пачĕç, юрăсем юрларĕç. Куракансем чи пĕчĕк артистсем Маша Волковăпа Иван Рожнов «Матушка земля» юрра юрланă хыççăн чылайччен алă çупрĕç. Çакă концертра Варасăр клубĕ çумĕнчи «Молодушки» вокал ансамблĕ те хăйĕн пултарулăхне кăтартса пачĕ.
Кашни çул ирттерекен «Каллех эпир пĕрле» концерта хастар хутшăннăшăн юлашкинчен пур ача та диплом илме тивĕçлĕ пулчĕ.
Л. МОТОВА.