Куснарсем çĕнтерчĕç

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 17.07.2026, 11:10 Просмотров: 140

Июлĕн 11-мĕшĕнче Минкĕшри йĕркелесе, тасатса тăракан футбол уйĕнче юлташла тĕлпулу иртрĕ. Нумай çулранпа пыракан йăлапа минкĕшсем патне футболла выляма куснарсем килчĕç.

Вăйă пуçламăшĕнче Минкĕшри спортсменсем маттур выляни палăрчĕ, анчах та каярах Куснар командин чаплă футболисчĕ Максим Прохоров тăрăшнипе мечĕк уй хуçисен хапхи еннелле ытларах ывтăнма пуçларĕ. Вĕсемех минкĕшсене 5:3 шутпа çĕнтерме пултарчĕç.

Ку çĕнтерĕве куснарсем ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн вилнĕ, хыпарсăр çухалнă ентешĕсене халалларĕç. Икĕ ял футболисчĕсем СВО паттăрĕсене халалласа малашне те юлташла тĕлпулусем ирттересси пирки калаçса татăлчĕç. Тĕрлемес, Тĕмшер, Куснар ялĕсенчи футболла выляма юратакансенчен командăсем хатĕрлесен, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла вылясан питĕ аванччĕ. Тен, тата ытти ялсем те командăсем тăратĕç?

А. БАРАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники