Фольклор – халăх пуянлăхĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.07.2026, 11:17 Просмотров: 116

Июлĕн 17-мĕшĕнче республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕ «Манăçми аваллăх» ятпа кашни çулах фольклор уявĕ ирттерет. Ку хутĕнче ăна Етĕрнери «Ясна» этнокомплексра йĕркеленĕ. Унта Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Комсомольски тата Шупашкар муниципаллă округĕсенчи фольклор коллективĕсем хутшăннă.

Çав кунах республикăра Пĕтĕм Раççейри «Фольклорăн пĕрлехи кунĕ» акци иртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн куславкка тăрăхĕнче те вуншар мероприяти йĕркеленĕ. Кунерти Культура çуртĕнче «Илемлĕ чăваш юрри» ятпа улах каçне пухăннă. «Сударушка» вокал ансамбльне çÿрекенсем авалхи йăла юррисемпе пĕрлех хальхи вăхăтри пурте килĕ- штерекен кĕвĕçемĕсене шăрантарнă.

Фольклор кунĕ Куснарта «Пĕрле юрлас, пĕрле выляс» темăпа иртнĕ. Вырăнти «Çеçпĕл» ансамбль чăваш халăх юррисене илемлĕ юрласа савăнтарнă, вăйă карти йĕркеленĕ. Унта ачасем те хаваспах хутшăннă. Каярах пурте пĕрле халăх килĕштерекен вăйăсене вывлянă. Тĕмшерти Культура çуртĕнче ĕçлекенсем чăваш халăхĕн авалхи ĕç хатĕрĕсемпе, тĕрленĕ тата çыхнă япаласемпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ.

Июлĕн 17-мĕшĕнче «Сик! Тух!» этнокультура проекчĕ те вĕçленнĕ, унта республикăри мĕнпур муниципаллă округсем хутшăннă, çав шутра куславккасем те. Вĕсем халăхра анлă сарăлнă вăйăсемпе тата йăлана кĕнĕ йăла-йĕркепе (ниме, вăйă, утçи ...) куракансене тĕплĕнрех паллаштарнă, вăййа тухнă. Хамăр халăхăн историне пĕлни, йăли-йĕ-ркине тирпейлĕн упрани пурнăçра питĕ кирлине палăртнă. Фольклор кунне Раççейри халăхсен еткерлĕ-хне обществăра упраса хăварас, аталантарас тата сарас тĕллевпе ирттереççĕ те.

Карачри культурăпа кану паркĕнче регион Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕпе Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕпе килĕшÿллĕн тата «Шкул ачисем валли» культура проектне, «Сик! Тух!» этнопроекта тĕпе хурса «Халăх ăслăлăхĕн чĕрĕ çăлкуçĕ» ятпа фольклор уявĕ иртнĕ. Çак мероприятие курма пынисем авалхи япаласен куравĕпе паллашма, мастер-классене хутшăнма пултарнă. Юрă-кĕвĕ янăранă май паркра вăййа тухнă, карталанса. ĕлĕкхи юрăсене юрласа утса çаврăннă. Карачсене Çăкалăхри «Нежность», Куснарти «Çеçпĕл» ансамбльсем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Çак уявра ваттисен ăслă каларăшĕсене, авалхи юрăсемпе ташăсене, вăйăсене аса илнĕ, мĕншĕн тесен фольклор - ку вăл хаклă мул пуянлăхĕ, унта - тăван халăхăн пĕтĕм пурнăçĕн ăслăлăхĕ. Çавăнпа çак куна Раççейри халăхсен еткерлĕхне обществăра сыхласа хăварас, аталантарас тата сарас тĕллевпе кашни çулах ирттереççĕ те.

В. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники