Пирĕн районти тĕп больницăра И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн иккĕмĕш курс студенчĕсене те курма пулать. Вĕсем кунта практикăра.
Вероника Мучтукаевăпа Елена Самолетова Зеленодольскри медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă, унтан хăйсен пĕлĕвне Чăваш патшалăх университетĕнче ÿстерме шутланă. Иккĕмĕш курс пĕтернĕ медицина ĕçченĕсем системăсем лартаççĕ, уколсем тăваççĕ, палатăсенчи чирлĕ çынсене эмелсем валеçеççĕ, документсене йĕркене кĕртме хăнăхаççĕ. Вĕсем медицина сестрин тивĕçĕсене мĕнле пурнăçланине ытларах чухне районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăн аслă медицина сестри Татьяна Гаврилова тĕрĕслесе тăрать, вăлах кулленхи ĕçре кирлĕ пулакан сĕнÿсем парать.
«Районти тĕп больницăна хам та нумай пулмасть çеç ĕçлеме килнĕччĕ пек, пĕрремĕш кун ĕçе тухнине паян та аван астăватăп. Халĕ çак хĕрсем çине пăхатăп та кăмăл-туйăм çĕкленет, тивĕçлĕ ăру ÿснине куратăп. Кăштах та пулин опыт пухни хуть те мĕнле ĕçре те кирлĕ, медицинăра вара - уйрăмах. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен чылай чухне çыннăн пурнăçĕпе сывлăхĕ - тухтăр аллинче», - тет Татьяна Гаврилова.
Палăртма кăмăллă, Вероникăпа Елена университетра районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больница янипе аслă пĕлÿ илеççĕ, çавăнпа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кунтах ĕçлеме таврăнĕç. Квалификациллĕ çамрăк специалистсем хатĕрлесси тата вĕсене пулăшасси - «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тата «Сывлăхлă пуласлăх» проектăн çул-йĕрĕсенчен пĕри. Пирĕн районти тĕп больницăра çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Раççейре 2030 çулччен «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеççĕ, 2023 çултан пуçласа халăх сахалрах пурăнакан район центрĕсемпе ялсене ĕçлеме куçакан врачсемпе медицина ĕçченĕсене социаллă тÿлевсем параççĕ. Çавăн пекех тĕллевлĕ майпа аслă пĕлÿ илме те пулать.
Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин врачсен пĕлĕвне ÿстермелли институчĕн никĕсĕ çинче вырнаçнă Республикăри медицина ĕçченĕсене суйласа илес тата аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен кадрсен центрĕ те çамрăк специалистсене хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл пулăшнипе вĕсем нихăçан та ĕçсĕр тăрса юлмаççĕ.
Р. КОВАЛЕВА.