Чун-чĕрене пĕрлештерекен уяв

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 24.07.2026, 11:33 Просмотров: 111

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проект пирĕн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Унпа килĕшÿллĕн иртекен мероприятисем чун-чĕрере ырăпа çеç асра юлаççĕ.

Пирĕн республикăра мĕн ĕлĕкрен паллă тунă ял уявĕсем те çĕнĕрен вăй илеççĕ. Ял кунĕ - ку вăл туслăхпа тăванлăх палли. Нумай пулмасть эпир те хамăр территори пайĕнче Илепар, Якуньккă тата Карач ялĕсен уявне ирттертĕмĕр. Халăх чăннипех те нумай пухăнчĕ: ватти-вĕтти, ял çыннисем, хамăр тăрăхра çуралса ÿснисем, хулара пурăнакансем... Йĕри-тавра хаваслă юрă-кĕвĕ, савăнăçлă ачасен сассисем янăраса тăчĕç. Халăх туслăхпа тăванлăх туйăмĕсене çĕнетсе савăнчĕ, хаваспах канчĕ.

Илепарта, Якуньккăра тата Карачра пурăнакансене уявпа вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ Ираида Ларионова ăшшăн саламларĕ, пурне те çирĕп сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем, иксĕлми телей сунчĕ. Вăл çакăн пек уяв пирĕн ăрусен пуянлăхне, вĕсен хастарлăхне, туслăхпа тăванлăхне упраса хăварма, пуласлăха аталантарма кирлине палăртрĕ. Унтан маттур та пултаруллă çынсене Тав çырăвĕ парса хавхалантарчĕ.

Уява илем кĕртекенни - юрă-ташă. Ял халăхне савăнтараканĕсем районти, Карачри тата Кунерти культура çурчĕсенчи пултаруллă артистсем пулчĕç. Вĕсем питĕ илемлĕ концерт программи хатĕрленĕ. Кашни юрăпа ташă хыççăн куракансем нумайччен алă çупрĕç. Артистсемпе пĕрлех юрларĕç, ташларĕç. Кăмăл тăвакансем спорт ăмăртăвĕсемпе тĕрлĕ вăйăсене хутшăнчĕç.

Хăнасене авалтан пыракан йăлапа вĕри шÿрпепе, сĕтел тулли апат-çимĕçпе сăйларăмăр.Узбексем патĕнче анлă сарăлнă апат - тутлă шăршăллă плов та пулчĕ. Вырăнти поварсем хатĕрленĕ çимĕçе пурте килĕштерсе тутанса пăхрĕç. Уяв пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.

Т. СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники