Çĕнĕ тухăç савăнтарать

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.07.2026, 11:24 Просмотров: 37

Пирĕн округри Иван Семенов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ çинчен республикăра илтмен çын çук та пулĕ. Вăл юлашки çулсенче Чăваш Енре пысăк тухăçлă пахчаçимĕç туса илнипе палăрса тăрать. Хуçалăх хăйĕн продукцийĕпе хамăр регионри тата унăн тулашĕнчи суту-илÿ сечĕсене те тивĕçтерет.

Эпир пынă кун складсенчен пĕринче уйран илсе килнĕ ир пулакан купăстана тирпейлесе сеткăсене тултаратчĕç. Иван Васильевич каланă тăрăх, икĕ-виçĕ кун каялла хăяр пухма, купăста касма тухнă. Тухăçĕ япăх мар пуласса шанать хуçалăх ертÿçи, шăрăх кунсенче вăхăтра шăварса тăнипе аванах çитĕннĕ пахчаçимĕç, çав шутра çĕрулми те. Кăçал унăн лаптăкне самаях ÿстернĕ - 160-тан 190 гектара çитернĕ. Купăста та иртнĕ çулхинчен кăшт ытларах лартнă - 125 гектар, хăяр лаптăкне 2 гектар чухлĕ чакарнă - 16 хăварнă.

Çутçанталăк условийĕсем çуркунне кашни çул пĕрешкел килменни (пăр çапса кайни, хушăран хушă вăйлă çумăр çуни) çĕрĕçченĕсене чылай чăрмав кÿрет. Çумăрлă тата сивĕ кунсем тăнипе кăçал çуракине каярах тухма тивнĕ. Иван Васильевич каланă тăрăх, хуçалăхра хăяра та каярах акма лекнĕ, çавăнпа ку çимĕçе июль вĕçленеспе кăна татма тытăннă. Ытти çулсенче ăна июль пуçламăшĕнчех татса тăварлама пуçланă.

Çак кунсенче Иван Семенов фермерăн уй-хирĕсенче те хĕрсех кĕрхи культурăсене выраççĕ. Хуçалăхра тĕштырăсем 2073 гектар йышăнаççĕ. Çурхи тулă та пур - 160 гектар тата 374 гектар - пăрçа. Ку культурăна ятарласа пусă çаврăнăшне лайăхлатма нумай акнă. Ун хыççăн тĕштырă аван ÿснипе ăнлантарать çакна Иван Васильевич.

КФХра техника паркне çулсерен çĕнетсех тăраççĕ. Çак кунсенче хуçалăх уйĕсенче 8 «хир карапĕ» (чи кивви - 2017 çулта туса кăларни) çÿрет. «Çунтармалли-сĕрмелли материал та халлĕхе çителĕклĕ. Тавах Ялхуçалăх министерствине, вырмана хутшăнакансене çăмăллăхлă майпа тивĕçтерет ГСМпа. Çавăнпа та эпĕ ăна ытлашши нумай илсе хума кирлех мар тесе шутлатăп»,- тет çамрăк та опытлă фермер.

Çĕнĕ тырра уйран турттарма хуçалăхăн КамАЗсем пур, çитмесен камран та пулин пулăшу ыйтма тивессе палăртать вăл. Çакна кăçалхи тухăçа чылай аякран илсе килме тивнипе ăнлантарать. Çĕр лаптăкĕсем Кармăш ялĕн таврашĕнче те пур иккен.

-Тĕштырă аван çитĕннĕ темелле. Хăшпĕр анасем питĕ лайăх, каярах акнипе тата нÿрĕк сахалрах пулнипе калчасем чипер вăй илсе юлайманнисем те пур, - пĕлтерет Иван Васильевич. - Пĕлтĕр тĕштырăсен тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран 51 центнер тухнăччĕ, кăçал та унран кая пулмасан аванччĕ...

Сăмах май каласан, купăста упрамалли складсемпе юнашар халĕ кунта çĕнĕ ангар тăваççĕ. Хуçалăх ертÿçи Иван Семенов каланă тăрăх, иртнĕ çул çĕрулми те ăнса пулнă, ангара вырнаçман. Çавăнпа вырнаçайманнине хăвăрт, хĕл лариччен сутма тивнĕ. Кăçал, акă, çĕнĕ ангар тăваççĕ.

Уйран турттарса килекен тырă кăшт нÿрĕ пулни те ытлашши хăратмасть фермера, мĕншĕн тесен хуçалăхăн ăна типĕтмелли элеватор (силоссем) пур, вĕсенче вентиляци вырнаçтарнă. Вăл типĕтнĕ хыççăн ăшăннă тырра сивĕтме пултарать.

Хуçалăхри ĕç-пуç çинчен каласа панă хыççăн Иван Семенова нумай çулранпа тăрăшса вăй хуракансемпе паллаштарма ыйтрăмăр. Иван Васильевич çапла хуравларĕ: «Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ, никама та уйрăммăн палăртса хăварма çук. Команда вăйлă: механизаторсем те, водительсем те хастар. Хуçалăха йĕркеленĕренпе кăçал 27 çул çитрĕ. Хăшĕ-пĕрисем пирĕн патра малтанхи кунран пуçласах ĕçлеççĕ. Пысăк яваплăха туякансем пуррипе пирĕн хуçалăх аталанса пырать, мĕншĕн тесен урăхла пулсан ĕç каймасть».

В. ВОРОБЬЕВА.

Ÿкерчĕк çинче: пахчаçимĕç хранилищин бригадирĕ Антон Кирбитов, Иван Семенов, суту-илÿ пайĕн ертÿçи

Радик Солдатов.

Добавить комментарий

Последние комментарии