Пĕр çемьери пек

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 31.07.2026, 11:28 Просмотров: 37

Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çак кунсенче усăллă тĕлпулу иртрĕ. Пирĕн специалистсем тивĕçлĕ канури çынсене пахчаçимĕç çини усăллă пулни, ватлăх кунĕсенче те сывлăха упрама, кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшни çинчен каласа пачĕç.

Пахчаçимĕçпе улма-çырла чи сиплĕ апат шутланаççĕ. Вĕсем чир-чĕрпе хавшаса вăйсăрланнă çынсене, ача-пăчана питĕ усăллă. Хальхи вăхăтра пахчаçимĕçре 30 ытла витамин тĕпчесе тупнă. Çавăнпа специалистсем пенсионерсене çуллахи вăхăтра пахчаçимĕçпе улма-çырла нумайрах çиме сĕнчĕç.

Çак тĕлпулăва пирĕн «кĕмĕл» волонтер Раиса Александровна Валерианова хăйĕн пахчинче лартса ÿстернĕ хăярсем, хĕвел çинче хĕрелсе пиçнĕ помидорсем тата çамрăк кабачкисем илсе килчĕ. Вăл кашни çул мăнукĕ- сене килти йăрансем çинче ÿстернĕ пахчаçимĕçпе кăна хăналама тăрăшни çинчен каласа пачĕ. Апатра вĕсем çителĕклĕ пулни сывлăха çирĕплетни, чир-чĕр ересрен, вăхăтсăр ватăласран сыхлани çинчен каларĕ.

Центрта иртекен çакнашкал тĕлпулусем «Çемье» наци проекчĕн уйрăлми пайĕ штланаççĕ. Вĕсем сывлăха çирĕ-плетессишĕн тăрăшасси çемьерен пуçланнине, вăрăм ĕмĕр пурăнасси тата обществăлла пурнăçа хастар хутшăнасси çынсемпе тĕл пулса калаçнинчен, тĕрĕс апатланнинчен нумай килнине çирĕплетсе параççĕ. Туслă çемьере ваттисем хăйсен пурнăçри опычĕпе ыттисене паллаштараççĕ, кĕçĕннисем вара вĕсенчен вĕренсе пыраççĕ. Эпир те комплекслă центра çÿрекенсем хăйсемшĕн тăрăшнине тата вĕсене ватлăх кунĕсенче пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшнине туйса тăччăр тесе хамăртан мĕн килнине пурне те тума тăрăшатпăр.

Е. ЧАПУРИНА.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии