Тăван культурăна юратакансене пĕрлештерчĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.08.2026, 13:32 Просмотров: 30

Хулари тĕп библиотекăра çак кунсенче фольклора юратакансем «Чăваш халăхĕн йăли-йĕркин тĕнчи» темăпа ирттернĕ улаха пухăнчĕç. Этнографипе çыхăннă кăмăла çĕклекен çак мероприятие Чăваш Ен Наци библиотекин «Арча» проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелерĕмĕр. Çакнашкал тĕлпулусем пире тăван халăх шăпипе тарăнрах паллашма, несĕлсен историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе çывăхрах туслашма, республикăра пурăнакан ытти халăхпа туслă пурăнмаллине ăнланма май параççĕ.

Малтанах вулавăшра ĕçлекен специалист халăх культурин тĕнчипе кĕскен паллаштарчĕ, хăнасене чăваш халăхĕн ăруран ăрăва куçса пыракан йăли-йĕрки, ĕлĕкхи пурнăçĕ тата ăстăн пуянлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Улаха пынисем экран çине пăхнă май тăван тăрăхăн историпе культурăри пуянлăхĕ çинчен нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç. Архивсенче упранса юлнă фотоÿ- керчĕксем, халăхăн калаçу чĕлхи тата наци тумĕн уйрăмлăхĕсем пурне те интереслентерчĕç.

Çак тĕлпулу нумайлăха асра юласса шанас килет. Улаха пухăннисем авалхи ырă йăласене аса илчĕç, халăх юррисемпе юмахĕсен пурнăçри тĕп пĕлтерĕшĕ çинчен калаçрĕç. Мăн асаттесемпе асаннесен ăстăн пуянлăхне пĕрле тишкерсе тухни кашнинех улахсем ĕлĕкрех мĕнле иртнине куç умне кăларма май пачĕ. Кун пек мероприятисем ăрусен çыхăнăвне упраса хăварма, тăван чĕлхе илемлĕхĕпе наци культурин хăйне евĕрлĕхне асра тытма пулăшаççĕ.

З. САФИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники