Чун ăшшине шеллемесĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.08.2026, 13:37 Просмотров: 27

Ватлăх кунĕсенче нумайăшĕ тĕрлĕ йывăрлăхпа тĕл пулать. Чылай чухне ачисем ашшĕ-амăшĕсенчен аякра ĕçлесе пурăннăран вĕсем патне час-часах килсе çÿреймеççĕ. Пĕччен тăрса юлнă ватăсем хăйсем валли вĕри апат та пĕçереймеççĕ, хушма хуçалăхра тăрăшасси пирки вара калама та кирлĕ мар. Шăпах ĕнтĕ çавăн пек йывăрлăхсенче вĕсене социаллă ĕçченсем пулăшаççĕ те, çавна май хăйсем пăхакан ватăсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшаççĕ.

Ку тĕлĕшпе Надежда Николаевна Осташкова социаллă ĕçчен пурне те ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл пĕччен пурăнакан ватăсене вĕри апат пĕçерсе панипе пĕрлех хушма хуçалăхра ÿсекен пахчаçимĕçе те пухса тирпейлеме пулăшать. Паян, калăпăр, тивĕçлĕ канури ватă çынна Василий Николаевич Рожкова тутлă яшка па сăйлать, ыран вара Нина Степановна Мамонтовăна чÿрече кантăкĕсене çуса тасатса парать, хĕрарăмăн кил-çуртне тирпейлет.

Социаллă пулăшупа усă куракансем унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. «Эпир хамăра пулăшакан Надежда Николаевнăна ăшшăн тав тăватпăр, вăл пире кашни эрнере пырса пулăшать. Апат-çимĕç хатĕ-рленĕ хушăра пирĕнпе калаçма та вăхăт тупать: кун мĕнле иртни, хамăра мĕнле туйни çинчен ыйтса пĕлет, тухтăра чĕнсе илесси пирки интересленет...Пирĕ- нпе юнашар çакăн пек тимлĕ, тăрăшуллă çынсем пурри савăнтарать, ватлăхра канлĕх кÿ- рет»,- тет Василий Николаевич Рожков.

«Хам пата час-часах пырса çÿренĕшĕн, пулăшнăшăн эпĕ те Надежда Николаевнăна чĕререн тав тăватăп»,- тет Нина Степановна та.

Каларăмăр ĕнтĕ, социаллă ĕçченсем пурнăçра йывăрлăха лекнисене пулăшаççĕ, пĕчченлĕ-хрен хăтараççĕ, ыранхи куна шанма вĕсене вăй-хăват параççĕ. Çак профессие вĕсем ăнсăртран суйласа ипмен. Çынна яланах пулăшма хатĕр Надежда Николаевна Осташкова пек социаллă ĕçченсем пирĕн хушăра татах та пур. Вĕсем пурте тав сăмахне тивĕçлĕ.

Е. ЧАПУРИНА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники