Ачасем сывă ÿсчĕр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 07.08.2026, 13:38 Просмотров: 29

Августăн 3-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи И. Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăна «Сывлăх поезчĕ» - «Ача-пăча тухтăрĕ» килсе чарăнчĕ.Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ акци Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет, «Сывлăхлă пуласлăх» проект пулăшнипе пурнăçланать.

Республикăри больницăсенчен килнĕ специалистсен мобиллĕ бригади çав кун Куславкка муниципаллă округĕнче пурăнакан 206 пĕчĕк пациента йышăнчĕ. Шăл тухтăрĕ патĕнче 32 ача пулчĕ, 56 арçын ачапа хĕрача - хăйсен куçĕсене, 31 - чĕрине тĕрĕслеттерчĕ, эндокринолог - 25, хирург - 43, дерматолог 20 ачана йышăнчĕ, ачасен гинекологĕ патĕнче 11 хĕрача пулчĕ, ультрасасă тĕпчевĕпе (УЗИ) 34 пĕчĕк пациент усă курчĕ.

Сиплев физкультурин (ЛФК) инструкторĕ хулари «Пчелка», «Радуга» тата «Звездочка» ача сачĕсене çитсе килчĕ, вĕсенче хаваслă та сывлăхшăн усăллă зарядка ирттерчĕ. Çавăн пекех воспитательсене ачасемпе тĕрлĕ хусканусем тунă чухне мĕне уйрăмах тимлемелли çинчен каласа ăнлантарчĕ.

Акци тухăçлă та интереслĕ иртрĕ. Пирĕн пĕчĕк хăнасем хăйсен сывлăхĕсене тĕрĕслеттернисĕр пуçне тата нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ-сем тухтăрсем вырăна тухса çÿрени пуриншĕн те усăллă пулнине палăртрĕç, мĕншĕн тесен ансăр специальноçлă врачсем йышăннă чухне ачасен сывлăхне пысăк хуласене каймасăрах тĕплĕн тĕрĕслеттерме май пур.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники