Терроризм, экстремизм - хăрушă вăй

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 14.08.2026, 13:05 Просмотров: 42

Терроризм тата экстремизм - пĕтĕм тĕнче умĕнче тăракан пысăк хăрушлăх, вĕсем кашни çынна сисчĕвлентереççĕ. Çавăнпа та пур вăя пĕрлештермелле.Тĕп вырăнта - ачасен хăрушсăрлăхĕ. Вĕсене Интернетра сарăлакан сиенлĕ хыпарсенчен хÿтĕлемелле.

Терроризмпа экстремизмран асăрхаттарас тĕллевпе Кутемер ялĕнчи клубра «Сиенлĕ йăласене сивлетпĕр!» темăпа калаçу иртрĕ. Мероприятие ертсе пынă Алиса Матвеева ачасене терроризмпа экстремизм хальхи вăхăтра пысăк проблема пулса тăни çинчен каласа кăтартрĕ. Ун хыççăн «теракт», «экстремизм» тата «терроризм» сăмахсем мĕне пĕлтернине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче ачасем вăл е ку лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмалли пирки те нумай калаçрĕç, телефонпа хăратса шăнкăравланă чухне мĕн тумалли çинчен те сăмах пычĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем çавăн пекех халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче харпăр хăйне мĕнле тытмаллипе те, ракета е пилотсăр хатĕр вĕçсе иртнĕ чухне мĕн тумаллипе те интересленчĕç.

А. БЕЛОУСОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники