
Куславккари ачасене аталантармалли центр - «Пчелка» ача сачĕ «Ача садĕнче социокультура хутлăхĕнче патриотизм майлă воспитани парасси: тĕрлĕ программăран пуçласа хальхи вăхăтри меслетсем таран» проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлет. Августăн 8-мĕшĕнче унта «Салтак тÿмиллĕ телей» ятпа уяв иртрĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пурнăçра чи кирли - çемье, пĕр-пĕрне хисеплесси тата пĕр-пĕриншĕн тăрăшасси - çинчен калаçрĕç.
Уявра тĕп вырăнта салтак тÿми (ромашка) пулчĕ, вăлах - çав кун палли. Салтак тÿмипе выляса ачасем унăн кашни чечекĕ çемье ăшшин пĕр пайĕ шутланнине, пĕрле вара вĕсем çирĕп çемье пулса тăнине пĕлчĕç. Ача садне çÿрекенсем тăвансем çинчен калакан сутмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç, калама йывăр пуплевсене аса илчĕç, «Аннепе атте ĕçе пуçтарăнаççĕ» ятлă хаваслă эстафетăна хутшăнчĕç. Ачасене воспитани парасси - ашшĕ-амăшĕн куллен, тăтăш туса пымалли тивĕçĕ пулнине, унсăрăн чăн-чăн çын, йĕркеллĕ пурăнакан ĕçчен ÿстерме питĕ йывăррине ăнланса илчĕç.
Çак тĕлпулура ачасем хăйсен çывăх çыннисен юратăвĕ çинчен калакан сăвăсене те янăратрĕç. «Салтак тÿмине пух» ятлă пултарулăх конкурсĕнче вĕсем пурте пĕрле чечеке илем кÿчĕç. Çакă вĕсене çемье телейĕ кашнин тăрăшулăхĕнчен килнине туйса илме пулăшрĕ.
Уява хастар хутшăннисем призсем илме тивĕçлĕ пулчĕç, унтан пурте «Çемье яланах сывă пултăр» ятпа йĕркеленĕ ташă каçĕнче савăнчĕç.
Çакнашкал мероприятисем шкул çулне çитменнисене çемье хаклăхĕ общество тĕрекĕ-нче тата ырă йăла-йĕркесене тытса пынинче пулнине ăнланма май параççĕ. Пире кулленхи ĕçре пулăшнăшăн ачасен ашшĕ-амăшĕ-сене те ăшшăн тав тăватпăр. Вĕсемпе пĕрле эпир арçын ачасемпе хĕрачасене чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕрки урлă воспитани паратпăр.
Г. ЮЛДАШЕВА, И. САНДРЕВСКАЯ.
Август 2026 |
